Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Сантӑр Пикла Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Тав ҫырӑвӗ парса чысларӗ

Чӑваш тӗнчине кӑна мар, ытти халӑхсене те хӑйӗн скульптурисемпе тата ӳкерчӗкӗсемпе тӗлӗнтерекен Тутарстан Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Пӑва районӗнчи Рункӑри вӑтам шкулта 40 ҫула яхӑн ачасене ӳкерме тата йывӑҫпа ӗҫлеме вӗрентекен Александр Иванович Алексеева – "Уявӑн" чи пысӑк хӑни Олег Николаев – Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне парса чысларӗ

Искусствора эпир ӑна Сантӑр Пикл пек пӗлетпӗр. Ҫӗр ытла картина, икҫӗр ытла йывӑҫ скульптура авторӗ хӑйӗн ӗҫӗсене тӑван халӑхӑн кун-ҫулне, унӑн тӗнчекурӑмне халалланӑ. Аваллӑхран паянхи куна илсе ҫитернӗ несӗлсен хӑватлӑ йӑлисене вӑл ӳнер искусстви урлӑ ӑнлантарса пама тӑрӑшать. Юлашки кунсенче Александр Иванович бетонран легендӑсенчи сӑнарсене калӑплать. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче 2022 ҫул валли чӑвашла-вырӑсла  календарь кӑларнӑччӗ. Вӑл Пӑвари Чӑваш наципе культура центрӗн ӗҫне те, ТР ЧНКА мероприятийӗсене те хастар хутшӑнать.

Тав ҫырӑвӗпе пӗрле ӑна Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ алӑ сехечӗ парнелерӗ. Саламлатпӑр тивӗҫлӗ наградӑпа!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев