Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сăр чикки. Асра тыт. Пӗл. Ан ман»

Майăн 11-мӗшӗнче Хусанти Г.Тукай ячӗллӗ патшалăх филармонийӗнче Сăр тата Хусан таврашӗнче хӳтӗлев чиккисене чавнăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисене пӗтӗмлетсе Чăваш Республикипе Тутарстан Республики пӗрле ирттернӗ «Тылри паттăрлăх» марафона вӗçлесе чаплă мешехе пулчӗ. ЧР Пуçлăхӗ О. Николаев Теччӗ районӗн таврапӗлӳçине Анатолий Сергеевич Хохлова Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă медаль пачӗ.

2021 çулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма пуçланăранпа 80 çул çитнӗ. Çак пысăк событие халалласа Чăваш Республикипе Тутарстан кăçал  март вӗçӗнче марафон пуçлани çинчен «Сувар» тӗплӗн çырнăччӗ. Чăваш Енре Етӗрне районӗнче пуçланчӗ вăл, апрелӗн 22-мӗшӗнче Тутарстана куçрӗ. Унта танксене хирӗç окопсем чавнă Кайпăç, Апас, Теччӗ, Пăва районӗсенче мероприятисем иртнӗ. Апрелӗн 29-мӗшӗнче Пăвара марафон вӗçленчӗ. Ăна пӗтӗмлетсе майăн 11-мӗшӗнче Хусан федераллă университетӗнче Атăлçи хӳтӗлев  чиккисене халалланă наукăпа практика конференцийӗ иртнӗ. 

Тылра паттăрлăх кăтартнă икӗ республикăн ӗçченӗсене чыслама Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев тата ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хутшăннă. Малтанах Рустам Нургалиевич Олег Алексеевича хăйӗн резиденцийӗнче йышăннă, «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальпе наградăланă. Ӗçтешне икӗ республика хушшинчи ӗçлӗ хутшăнусене çирӗплетесси çине тимлӗх уйăрнăшăн тав тунă. «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanSummit» халăхсен хушшинчи экономика саммитне йыхравланă тата «Уяв» чăваш культурин праçникне чӗннӗ.

Чăваш Енпе Тутарстан хушшинчи тавар çаврăнăшӗ паянхи куна 8 миллиард тенкӗпе танлашать. Тутарстан тиев машинисене, азот удобренийӗсене, бензин тата дизель топливине, кӗленче ăсатать. Чăваш Республики апат-çимӗç, пахча çимӗç, трикотаж, каустик соди, сантехника тата ытти таварсем кӳрет. Хусансем чăваш пахча çимӗçӗ паха пулнине пит лайăх пӗлеççӗ, пасарсенче çӗрулмине те, суханне-кишӗрне те чăвашăнне туянма тăрăшаççӗ. 

Р.Минниханов республика малашне  хутшăнусене тата аталантарасси çине пусăм туни пирки асăнчӗ.  Вӗрентӳ, наука, медицина тата çамрăксен политикипе туризм енӗпе ӗçлемелли пирки каларӗ.

Олег Николаев ТР Президентне Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен юбилейне халалланă асăнмалăх медальпе наградăланă.  

Çав кунах ХФУра иртнӗ «Ӗçри паттăрлăх тылра: Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене туни» регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцине Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи Наталья Николаева, ЧР культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министрӗ Светлана Каликова хутшăннă. Хӳтӗлев чиккине чавнă çӗре Чăваш Республикинчен 180 пин çын хутшăннине, чикӗ Мари, Удмурт, Мордва республикисем тата ытти çывăхри регионсем урлă выртнине асăнчӗ министр. Çак пысăк ӗçе тунă çынсен паттăрлăхне сума суса облаçсемпе республикăсенче мероприятисем йӗркелесе паллă тăваççӗ, Тутарстанпа Чăваш Республики пӗрле ирттернӗ марафон сулмаклăрах курăнать.  

ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова пулнă конференцире. Кунне 1,6-1,7 кубла метр çӗр чавса выçăллă-тутăллă ӗçлекен хӗрарăмсемпе çул çитмен çамрăксем 1942 çулхи январӗн 21-мӗшӗ тӗлне 331 километр çӗр чавнине каласа панă.

Филармонире иртнӗ концерт «Тылри паттăрлăх» марафон вӗçленнине пӗлтерекен паллă  пулчӗ, ку тӗрӗс. Анчах унăн пӗлтерӗшӗ тата анлăрах. Икӗ республика ертӳçи çак тапхăрта палăрнă хастарсене ырласа наградăсем парса хавхалантарни те пысăк пӗлтерӗшлӗ. 

Çак кунсенчех Хусанта Чечня Республикин культура кунӗсем пуçланчӗç, концерта ЧР культура министрӗ Айшат Кадыровăпа Чечня делегацийӗ те пынă.

Хусан тата Сăр хӳтӗлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне историре халиччен çителӗксӗр çутатни çинчен каларӗç республикăсен ертӳçисем. Асаннесем-кукамайсем алтнă чикӗсем паттăрлăх, хастарлăх тӗслӗхӗ пулса тăнине палăртрӗç вӗсем. Олег Николаев Тутарстанра, Чăваш Енре пурăнакансене марафона хастар хутшăннисене мухтарӗ. Рустам Минниханов «Тылри паттăрлăх» йӗркелӳçисене тав турӗ. Çӗршывшăн уйрăмах йывăр вăхăтсене асра тытмаллине, паян вара пурин те Верховнăй тӗп командующи тавра пуçтарăнмаллине астутарчӗ, Олег Алексеевич та çак шухăша çирӗплетрӗ.

Тутарстан Републикин Президенчӗ Рустам Минниханов марафонра палăрнисене Тав хучӗпе наградăларӗ:

Ольга Петровна Алендеевăна, Чăваш Республикинчи Куславкка районӗнчи Аслă Куснарти вăтам шкулта историпе обществознани учительне;

Федор Николаевич Козлова, ЧР Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерствин «ЧР Патшалăх истори архивӗ» учрежденийӗн директорӗн çумне;

Максим Юрьевич Матросова, «Чăваш патшалăх филармонийӗ» ЧР автономи учрежденийӗн директорне;

Ирина Петровна Меньшиковăна, «Чăваш наци музейӗ» бюджетлă учрежденин директорне.

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă медаль пачӗ:

Айрат Азатович Калимуллина, Кайпăç районӗнчи Кивӗ Чечкаб пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул директорне;

Алсу Равилевна Мифтаховăна, ТР Культура сферинче инновацисем пурнăçа кӗртессин тата йăла-йӗркене упрассин ресурс центрӗн директорне;

Миляуша Амировна Таминдаровăна, ТР Патшалăх камерлă хорӗн ертӳçине тата дирижерне; 

Анатолий Сергеевич Хохлова, Теччӗ районӗнчи таврапӗлӳçе, «Сувар» хаçатăн штатра тăман авторне. 

Анатолий Сергеевича хаваспах саламлатпăр, малашне те тӗпчев ӗçӗнче çапла сатур, ăраскаллă пулма сывлăх, хавхалану сунатпăр.  

Çакăн хыççăн Тутарстанăн тата Чăваш Енӗн искусство ӗçченӗсем сцена çине тухрӗç. Тутарстан енчен М.Таминдарова ертсе пыракан хор, «Ворожея» хӗрарăмсен ушкăнӗ вăрçă вăхăтӗнчи юрăсем юрларӗç. Шупашкартан килнӗ ЧР патшалăх филармонийӗн юрăпа ташă ансамблӗн театрализациленӗ концерчӗ пирки уйрăммăн каламалла. «Сăр чикки. Асра тыт. Пӗл. Ан ман»  проект ЧР Пуçлăхӗн Грантне çӗнсе илнӗ. Окоп чавма çӳренисенчен сывă юлнисем каласа панисене илемлӗх мелӗсемпе усă курса чуна пырса тивмелле чӗррӗн кăларса тăратаççӗ куракан умне сăнарсене. Пурнăçра çав çынсем пӗр-пӗрне пӗлмен те, республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăннă, кунта, сцена çинче вара вӗсем пурте пӗр ушкăнра, пӗр ӗç тăваççӗ. Çӗршыва хӳтӗлеççӗ. Çартан çыру кӗтеççӗ. Тăват кӗтеслӗ çыру илсе татăлса йӗреççӗ, çитӗнекен çамрăксене вăрçа ăсатаççӗ. Сцена çине Тăван çӗршыв – Анне сăнарӗ тухни, унăн халăха чӗнсе калакан сăмахӗсем питӗ витӗмлӗ. Çапла сулмаклăн вӗçленчӗ концерт-спектакль.(Автор, И.Трифонова, В.Васильев сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество

2
X