Сувар

Сатурнпа Юпитер ҫывӑхланнине Ҫӗр ҫинчен курма пулать

Ҫак пулӑм 1226 ҫултанпа пулман.

 

Тутарстанра пурӑнакансем Юпитерпа Сатурн тӗлпулнине республикӑн хуть те хӑш кӗтесӗнчен те сӑнама пултараҫҫӗ. Икӗ планета ҫывӑхланнине бинокльсӑрах курма май пулӗ.
Пӗр услови – каҫсем пӗлӗтсӗр пулмалла. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Хусан федераллӑ университетӗнчи Физика институчӗн астрономипе космос геодезийӗн кафедрин доценчӗ Ренат Загретдинов каласа панӑ.
Ученӑй пӗлтернӗ тӑрӑх, малтан ҫакнашкал пулӑмсем тӳпе механикишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ-тӑк, ҫӗнӗ астрономи законӗсене никӗслеме май панӑ-тӑк, хальхи вӑхӑтра мӗн пур кирлӗ расчетсене сӑнавсемсӗрех тума пулать.
"Наука тӗлӗшӗнчен кунта усӑ ҫукпа пӗрех. Ку тӗлпулу ҫут ҫанталӑкпа астрономин хитре пулӑмӗ, ӑна сӑнаса  тӗнче мӗнлерех тӑвӑнни пирки, ҫӑлтӑрсемпе планетӑсем еплерех куҫни пирки шухӑшласа тӑма аван",– хушса каланӑ астрофизик.
2020 ҫулхи декабрӗн 21-мӗшӗнче Юпитерпа Сатурн Ҫӗр ҫинчен пӑхсан чи пӗчӗк хутлӑха ҫывхараҫҫӗ. Ҫакӑ 1226 ҫултанпа пулман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: