СĂВĂ ÇЫРАКАН ПРОФЕССОР – ĂСЧАХ
Pифат Джамалович Курбанов Арск районӗнчи Мирзям ялӗнче 1951 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. Совет, Раççей ăсчахӗ, сăвăç. Ветеринари ăслăлăхӗсен докторӗ (1990), профессор (1991). ТР наукăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (1998), ТР наукăпа техника енӗпе патшалăх премине (1999) тивӗçнӗ. 1999 – 2003 çулсенче Хусанти патшалăх ветеринари академийӗн ректорӗ пулнă. ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ (2021).
Литературăпа ачаранах кăсăкланма пуçланă, шкултах сăвăсем çырнă, лирикăпа философилле сăввисенчен чылайăшӗ Арск район хаçатӗнче, çавăн пекех, «Идель», «Казан утлары» журналсенче, «Медени жомга», «Ватаным Татарстан», «Шехри Казан» хаçатсенче пичетленнӗ. 1996 çулта унăн сăввисен пӗрремӗш «Чун чӗнӗвӗ» кӗнеки пичетленсе тухнă. Çавăн пекех вăл «Чул çинчи чечексем» (2010), «Чун кӗввисем» (2011), «Çунать манăн чӗрем» (2014) тата ытти сăвă кӗнекисен авторӗ.
1998 çултанпа ТР Писательсен союзӗн пайташӗ. Пӗлтӗртенпе союз председателӗн çумӗ. Ш.Маннур (2011), Х.Такташ ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ.
Паян сире Рифат Джамал сăввисемпе паллашма сӗнетпӗр.
Рифат ДЖАМАЛ
ЭПӖ
Ан хăй чаплăлатма –
Эп паттăр пулайман,
Хушмастăп вăрçкалашма –
Мӗскӗнлӗхе тухман.
Кӗвӗçӗвне путар –
Манра курсассăн пӗркӗт,
Хăратмалла та мар –
Эп ăсан мар вӗт, йӗкӗт.
Ан васкăр лăпкама –
Çитмест сăпайлăх ман,
Ан хистӗр макăрма –
Чуна чулран туман.
Ан сарăр халăхра:
«Вăл çын та мар», – тесе.
Ансатлăх çеç чунра,
Ăша туйма пӗлсен.
* * *
Пирӗн ӳсӗмре,
Çуллахи кун та ăшăрахчӗ,
Çумăрӗсем те вăйлăрахчӗ,
Хӗлле пӗренене çуратчӗ,
Ӳкерчӗк тӗслӗ тӗлӗкре.
Халӗ ӗнтӗ
Çулла та шăрăх мар,
Çумăрӗсем те шӗвӗрех...
Тен, çул иртсессӗн эпӗ те –
Чунпа, юнпа та сивӗрех?
САКĂР ВУННĂРА ЭПӖ
«Ачалăхра. Тиха пек кӗçенсе
Уй-хирсемпе сиккелесе çӳреттӗм.
Çитӗнейсен асам Тулпарӗпе
Пӗлӗтсене хул хушшине чикеттӗм...» –
Йӗвенсӗрех хир лашилле чупса –
Хам шăпана тивӗç шая çитертӗм.
Халь ак, тӗнче çыхса,
кӳлсе хурсан –
Туртари ват лаша евӗр чикӗнтӗм.
* * *
Епле илемлӗ çут тӗнче,
Çил лăпкă, канăçлă кăна.
Этемӗсем çеç темшӗн-çке,
Вăрçса хӗртеççӗ таврана.
Тен, кăткăс çак тамашаран,
Хальхи пăлхав саманара
Сывлать вулканăн çӗр çи тек,
Çилсем улаççӗ кашкăр пек.
* * *
Пысăклатрӗç – нумай çыркалатчӗç
Лайăхне те, япăххине те,
Хурласа та нумай асăнатчӗç,
Тӗрӗсне, шутласа тупнине.
Тусăмсем йышлă ман, тăшмансем те,
Нумай патăм эпӗ, нумай илнӗ те.
Памаллисем пур, илмеллисем те.
* * *
Ӳсӗмӗмре
Радиопа юрлакансене –
Сассемпелех уйăраттăмăр.
Халӗ ӗнтӗ
Телевизорта
Хăтланăвӗсене кура паллатпăр.
* * *
Кӗвӗсӗр купăсӗ,
Çурчӗсӗр никӗсӗ.
Арсем хӗрарăмсăр,
Çурт ача-пăчасăр.
Ялӗсемсӗр масар.
Халăхсемсӗр пасар.
* * *
Ӳснӗçем ку тӗнчере
Чăтăмлăх кирлех.
Çăлтăрсем патне çавах
Туртăнать чӗре.
* * *
Кӗрхи ăшă кунпа танлаштарсан
Параççӗ шанчăк çурхи сивӗ каçсем.
«Телейлӗ ватлăх» тееççӗ пулсан,
Епле ăнланас, ку чăн е шӳт çеç.
* * *
Ан шырăр пирӗшти
Çын хушшинче –
Çуралнă тӳпере тет çунатли,
Этемӗ – çӗр çинче.
* * *
Савнă çыннăм пур,
Юратнă ӗçӗм пур,
Çумра мăшăр çунат –
Юрат, татах юрат.
* * *
Шап-шур чечекрен –
Хураран та хура хурлăхан!..
Тутарларан Евгений ТУРХАН
куçарнă.
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев