Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Савгачевора литература музейӗ уҫӑлчӗ

Ӑна литературӑпа этнографи музейӗ тесен тӗрӗсрех пулать-тӗр

 Аксу районӗнчи Савгачевори шкулта Михаил Сениэль поэтӑн музейне уҫнӑ ҫӗре хутшӑнчӗҫ паян "Сувар" корреспонденчӗсем. 

Ҫак пулӑма шкул дирекцийӗ, ҫыравҫӑн тӑванӗсем тӑрӑшнипе кӗтсе илтӗмӗр. Вырӑнти ял хутлӑхӗн ертӳҫи Валерий Николаев музей алӑкӗн хӑйӑвне касса кӗриччен Михаил Павлович Егоров ҫинчен нумай ырӑ сӑмах каларӗ. 

Лаптӑкӗпе пысӑках мар пулсан та, музей пурлӑхӗпе питӗ пуян. Сениэлӗн литературӑри пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен кунта нумай япала каласа парать. Поэт ӗҫӗнче, килӗнче усӑ курнӑ хатӗрсем шкул класне хӑтлӑх, чун кӗртеҫҫӗ. 

Михаил Павловичӑн йышлӑ кӗнекисемсӗр пуҫне музейра вырӑнти чӑвашсен культурине сӑнлакан экспонатсем те, тӗрлӗ ятлӑ авалхи ӗҫ хатӗрӗсем те хӑй вырӑнӗнче. 

Хӑмаран, фанертан тунӑ чӑматансем нумай ял музейӗнче пулса курнӑ журналистсене те тӗлӗнтереҫҫӗ. 

Михаил Сениэль Петӗр Хусанкайпа, Андриян Николаевпа тата ытти паллӑ чӑвашсемпе ӳкерӗннӗ фотосем музейӗн статусне ҫӳллӗ шая ҫӗклеҫҫӗ. Хусантан, Шупашкартан, Лениногорскран, Аксуран килнӗ хӑнасенчен тӑракан делегаци музей уҫнӑ хыҫҫӑн Саврӑшпуҫ масарӗнчи Михаил Сениэль вилтӑпри ҫине чечексем хучӗ. Кӑҫал аслӑ поэтӑмӑр 80 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

Ксения Романова сӑнӳкерчӗкесем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев