Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Саврăшпуçӗнче пурăнакан талантлă композитор Владимир Егоров 60 çул тултарчӗ

– А.Г.Николаев – манăн хăта. Манăн Сергей тете Андриян Григорьевичăн йăмăкӗн Зинаида Григорьевнăн Анжела хӗрне качча илнӗ. Вӗсен туйне 1985 çулхи сентябрьте Саврăшпуçӗнче турăмăр. Шуршăлтан хăна нумай килнӗччӗ туя. Шел, Андриян Григорьевич хăй килеймерӗ, депутат та пулнă май васкавлă ӗçӗсем сиксе тухнă. Эпӗ хам космонавт хăтапа темиçе хутчен те курса калаçнă. Юлашки хут 2003 çулта Мускавра иртнӗ Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗнче чылайччен сăмахланăччӗ унпа. Сăмах май, Сергей тетепе Анжела инке виçӗ ывăл çуратса ӳстерчӗç, – каласа парать Владимир Егоров.

Владимир Егорова Тутарстанра кăна мар, ытти регионсенче те пӗлекен-паллакан нумай. Раççей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ, Ӗç тата ГСВГ (Совет çарӗсен Германири ушкăнӗ) ветеранӗ, Тутарстанри паллă юрăç тата композитор, Аксу районӗнчи Саврăшпуç ял хутлăхӗн депутачӗ çак эрнере, тӗрӗсрех каласан мартăн 16-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Камшăн мӗнле-тӗр те, манăн, тӗслӗхрен, Владимир Павлович 60 çул тултарнине пӗрре те шанас килмест. 30 çул пӗлетӗп эп çак Саврăшпуçӗнче пурăнакан тӗрлӗ енлӗ талантлă ентешӗме, çак хушăра пачах та улшăнман пек вăл. Мӗн чухлӗ юрă çырнă хăй пурнăçӗнче, республикăри чăвашсен чысне тӗрлӗ шайри конкурс-фестивальсенче, телепередачăсенче, ытти мероприятисенче мӗн чухлӗ хӳтӗленӗ. «Чăваш шăпчăкӗ», «Выля, хуткупăс», «Кӗмӗл сасă» конкурссенче пӗрре мар çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçнӗ. Тӗрлӗ наградăсемпе Тав тата Хисеп хучӗсен шучӗ те çук В.Егоровăн.

Çемьери тăххăрмӗш ача
Пулас композитор 1961 çулта Саврăшпуç ялӗнче Павел Гавриловичпа Вера Гавриловна Егоровсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă. Çичӗ ывăл – Михаил, Иван, Петр, Григорий, Николай, Сергей, Владимир тата икӗ хӗр – Зинаида тата Елизавета ӳснӗ Егоровсен туслă çемйинче. Владимир – чи кӗçӗнни, тăххăрмӗш ача.
– Кӗçӗнни – чи ачашши теме юратаççӗ халăхра. Апла пулин те хам ачашланнине астумастăп. Ачаш пулса аттепе аннене те, хампа пӗртăвансене те нихăçан та хур кăтартман. Паллах, мана пурте питӗ юратнă. «Эс çуралсан пурте сан сăпкуна сиктерес тесе тăрăшатчӗç», – тесе каласа паратчӗ анне. Аттепе анне пирӗн чăн-чăн этнопедагогсемччӗ. Анне 4, атте 2 класс кăна пӗтернӗ пулсан та, çав тери ăслă çынсемччӗ вӗсем. Эрех-сăрапа иртӗхмен, пирус тавраш пирӗн йăхра халь те туртакан çук. Аттепе анне пӗрле 64 çул пурăнчӗç. «Аçу мана нихăçан та кӳрентерсе курман», – тетчӗ анне. Вӗсем пире пурнăçа пӗлсе пурăнма вӗрентетчӗç. Кӳршӗ-аршăпа ял-йыш аттепе анне пирки халӗ те ырăпа кăна аса илсе калаçать. Пирӗншӗн ку питӗ кăмăллă, – каласа парать Владимир Павлович.  

Ăна Сениэль ят хунă
Мӗн пӗчӗкрен камран тӗслӗх илмелли пулнă унăн: аслă пиччӗшӗ Михаил Сениэль пӗтӗм чăваш пӗлекен паллă çыравçă, поэт. Тепӗр тетӗшӗ Иван та çыравçă. Кӗçӗн шăллӗ çуралнă чух вӗсем ӗнтӗ çитӗнсе çитнӗ çынсем пулнă. Чăваш литературинче ят-сум çӗнсе илнӗ аслă тетӗшӗ мӗнпе асра юлнă-ха?
– Миша тете мана иккӗмӗш атте пекех туйăнатчӗ. Сăмах май, мана вăл ят хунă та. Професси илсе фельдшерта ӗçлекенскер, тете эп çуралнă вăхăтра шăпах яла отпуска килнӗ пулнă иккен. Унăн флотра хӗсметре тăракан Володя ятлă чи çывăх юлташӗ те канма килнӗ. Тусӗн ятне хурас тенӗ пулас мана... Миша тете питӗ ăслăччӗ. Шупашкарта вӗреннӗ чухне эпӗ ун патӗнче нумай пурăннă. Каçсерен пӗрле уçăлма тухаттăмăр та хамăрăн тепӗр ентешӗмӗрпе Алексей Александрович Трофимовпа тӗл пулаттăмăр. Миша тете хура беретка тăхăннă академика аякранах асăрхатчӗ те: «Ав Элекçей хăта килет», – тетчӗ. Çӳреттӗмӗр вара виçсӗмӗр Шупашкарти раща хӗррипе. Тем çинчен те калаçатчӗç вӗсем, итлеме çав тери кăсăкчӗ... Миша тете çулла яланах утă çулма килетчӗ. Хам пӗчӗк чух вăл киле посылкăсем тăтăш ярса тăнине астăватăп. Посылкăна илме почтăна анне яланах мана яратчӗ. Посылкăра мăйăр, конфет тавраш, ытти тутлă çимӗç туллиехчӗ вара. Мана ун чух тата мӗн кирлӗ пулнă ӗнтӗ?.. – ăшшăн аса илет тетӗшне Владимир.

Ачаран ӗçре
Володьăн ачалăхӗ ялти ытти ачасеннинчен нимӗнпех те уйрăлса тăман темелле. Ӳсерехпе çуллахи каникул вăхăтӗнче вăл кашни çул тăван колхоз ӗçне хутшăннă. 6-мӗш класс хыççăн лашапа ток çинчен колхоз кӗлетне тырă, вăрман каснă çӗртен пилорамăна пиломатериал турттарнă. 7-мӗш класс пӗтерсен 14-ри арçын ача М.Иванов трактористпа пӗрле гусеницăллă тракторпа хир сухаланă, талăкӗпе ӗçленӗ. Каярах юлташӗсемпе пӗрле Г.Леонтьев ертсе пыракан строительсен бригадинче тăрăшнă: вăрман каснă, фермăпа йӗтеме юсас ӗçсене хутшăннă. Аслăрах классенче ялти кирпӗч заводӗнче те самай тар тăкнă. Кӗскен каласан, вăхăта нихăçан та усăсăр ирттермен, ялан ӗçлӗ пулнă.
1978 çулта шкул пӗтерсен тӳрех малалла вӗренме кайма май килмен Володьăна. Шăп вӗренме кӗме памалли экзаменсен вăхăчӗ тӗлне, утă çулма кайсан вăйлă çумăр айне лекнӗскер, пӗрремӗш хут ангинăпа хытах чирлесе ӳкнӗ. Больницăра та самай выртма, операци те тутарма тивнӗ. Вăхăта пуш параппан çапса ирттерме хăнăхманскер, ялти Культура çуртне илемлӗх ертӳçи пулса ӗçе вырнаçнă.
Хӗл каçсан, 1979 çулхи апрельте, салтак çулӗ çитнӗ яша çара илнӗ. Саврăшпуç каччи Совет çарӗсен Германири ушкăнне лекнӗ. ГСВГ элитлă çарсен шутӗнче пулнине хӗсметре пулнисем аван ăнланаççӗ: вăл совет çарӗсен чи вăйлă, хӗç-пăшал енчен чи пуян пӗрлешӗвӗ пулнă. Çар тивӗçӗсене аван пурнăçланăран В.Егорова 1980 çулта темиçе кунлăха килне кайса килме отпуск та панă.

Студент чух та ахаль ларман
Салтакран таврăнсан Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтне вӗренме кӗриччен пӗр вăхăт ялти Культура çурчӗн директорӗнче ӗçленӗ. Асăннă аслă шкулăн музыкăпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ вăхăтра та пушă вăхăтне пӗрре те ахаль ирттермен пӗчӗкрен ӗçе хăнăхнă Саврăшпуç ачи. Шупашкарти электроприбор заводӗнчи рабочисен хорне ертсе пынă, çав хушăрах хулари вӗрсе каламалли инструментсен пӗрлехи оркестрӗнче те вылянă. Студентсен стройотрячӗн йышӗнче икӗ хутчен Горький (халӗ Чулхула) хулинчи автозавода ӗçлеме кайса килнӗ. Чăн-чăн музыкантшăн юрлама тата кӗвӗ инструменчӗпе калама пӗлни кăна çителӗксӗр пулнине ун чухнех ăнланнă Владимир, çавăнпа та Чăваш АССР Культура министерстви çумӗнчи ятарлă курсра фортепиано, баян, аккордеон пек инструментсене ӗнерме вӗреннӗ. «Эп вӗреннӗ чух Шупашкарти «Мир» кинотеатрта дворникре те ӗçленӗ. Общежитирен 3-4 чарăну çеç каймаллаччӗ унта. Юр хырнă, пăр катнă вăхăтра ăнсăртран юлташсем килсе тухса ан паллаччăр тесе çӗлӗке куç таранах антарса лартаттăм. Çук, эп выçă пурăнман студент чух. Пиччесем яланах пулăшатчӗç. Вӗсене çакăншăн паян кун та тав тума пăрахмастăп. Ахаль ларас килмен-тӗр ӗнтӗ ял ачин...» – аса илет Владимир.

Чутах Пелепее яман
Аслă шкултан ăнăçлă вӗренсе тухнă Саврăшпуç каччи. Анчах та диплом илсен тăван яла таврăнма ӗмӗтленсе пурăннăскере направленипе Пушкăртстанри Пелепей хулине ӗçлеме яраççӗ иккен. Ун чух вăхăчӗ çапла пулнă-çке. Патшалăх вӗрентнӗ сана, ăçта яраççӗ – çавăнта кайса ӗçле. Каласа хăвармалла: Совет Союзӗнчи пединститутсенче ун чух музыкăпа педагогика факультечӗсем Шупашкарта, Хусанта, Саратовра, Ригăра тата Новосибирскра çеç пулнă. Дипломлă специалистсем вара пур çӗрте те кирлӗ. Мӗн тумалла-ха? Çамрăк специалиста тăван енре те пит кӗтеççӗ вӗт-ха? Ашшӗпе амăшӗ те кӗçӗн ывăлӗ яла таврăнасса шанса тăраççӗ...
– Пӗрле пилӗк çул вӗреннӗ хӗрсене çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗсене – Магадан облаçӗ таранах – йӗре-йӗре ăсатрăмăр. Аякка никамăн та каяс килмен. Ман шутпа, çапла туни питӗ пысăк тӗрӗсмарлăх пулнă. Тепӗр енчен, учитель-музыкантсене вӗрентекен аслă шкулсем сахал пулнă çав çӗршывра, тен, çак факультетра вӗренекенсем те йышлă пулман-тăр... Мана та Пушкăртстана ярасси пирки пӗлтерчӗç. Миша тете эп вӗренсе пӗтерсен тăван ялах таврăнас кăмăллине пӗлетчӗ. Çавăнпа та мана ӗçлемешкӗн тăван тăрăха таврăнма ирӗк паччăр тесе вăл та манпа пӗрле тӗрлӗ инстанцисем тăрăх нумай чупрӗ, Хусан Кремлӗ таранах. РСФСР Çутӗç министерстви урлă ӗçлемешкӗн хамăр района кайма ирӗк илтӗмӗрех, – каласа парать В.Егоров.

Ачан чӗринче хӗлхем чӗртме пӗлмелле
Аксу районӗн вӗрентӳ уйрăмӗ çамрăк специалиста Кивӗ Саврăш вăтам шкулӗн директорӗн воспитани енӗпе çумӗ туса ӗçе вырнаçтарнă. Çамрăк учитель-музыкант килсен шкула чун кӗнӗ тейӗн: музыка енӗпе кружоксем ӗçлеме пуçланă, хор, вокалпа инструмент ансамблӗсем  йӗркеленнӗ. Владимир Павлович ачасене тӗрлӗ конкурссене илсе çӳреме пуçланă. Пӗрре мар лауреат, дипломант пулнă ачасен коллективӗсем. Вӗренекенсемпе пӗрле учительсем те юрлама пуçланă.
– Кивӗ Саврăш шкулӗнче ӗçленӗ тапхăра нихçан та манас çук. Ачасене колхозăн «Техпомощь» текен будкăллă машинипе Нурлата, Чистая илсе каяттăм. Хыçалтан шкул машини хор валли подставкăсем тиесе пыратчӗ. 35 çул каялла Кивӗ Саврăш шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсенчен чаплă хор йӗркеленӗччӗ. Паян çав ачасен ачисем ман патăмра вӗренеççӗ, – кăмăллăн аса илет ун чухнехи ӗçсем пирки вӗрентекен.
1990 çулта Владимир Павлович Савгачевăри вăтам шкула ӗçлеме куçнă. Паян кунчченех кунта тăрăшать вăл, ачасене музыка вӗрентнипе пӗрлех директорăн воспитани енӗпе çумӗ те. Вӗренекенсенче тăван халăх культурине, эстетикăна аталантарас тесе нумай вăй хурать педагог. Вунă çул хушши музыка урокӗсене хăйӗн авторла программипе илсе пынă вăл. Авторла программăсен республикăри конкурсӗнче II степеньлӗ диплома та тивӗçнӗ. Ачасене баянпа калама вӗрентме уйрăм занятисем те ирттерет музыка учителӗ. Владимир Павлович вӗрентнисен хушшинче республикăри паллă ансамбльсене ертсе пыракансем, Культура çурчӗсенче ӗçлекенсем те йышлăн.
– Музыка учителӗн чи малтан хăйӗн музыкăна питӗ юратмалла. Юрă-кӗвӗпе киленсе йăпанни кăна сахал, унăн пӗлтерӗшне тарăн ăнланмалла. Хăйӗн шалта çунакан вут-кăварне ачан чунӗнче чӗртсе яма пултармалла. Паллах, кашни ачара кун пекки çук, кашнин шайӗ тӗрлӗ. Музыка вӗт вăл питӗ чечен япала. Тӗп шухăшӗ вара ак çакăнта: этеме чун пурри çинчен аса илтерсех тăмалла, – тет В.Егоров.

Пӗрремӗш юррине тетӗшӗн сăввипе çырнă
Пӗтӗм Раççейри чăваш юррин «Кӗмӗл сасă» конкурсӗнче «Чи лайăх композитор» ята çӗнсе илнӗскер, Владимир Егоров пурнăç тăршшӗпех юрăсем кӗвӗлет пек туйăнать. Çук иккен. «30 çула çитсен кăна юрăсем çырма пуçланă-ха эпӗ. Малтан никама та кăтартман. Чи пӗрремӗш юрра тетен, Михаил Сениэлӗн, «Юратушăн тавтапуç» сăввипе çырнăччӗ. Хăй кун пирки кайран кăна пӗлчӗ, паллах, савăнчӗ. Юрă вăл çыннăн шалти туйăмӗсене çиеле кăлармалли меслет, тепӗр çынна каласа памалли хатӗр тесе шутлатăп. Халӗ те çӗнӗ юрăсем кӗвӗлесех тăратăп. Вӗсене интернетра тупма пулать», – каласа парать Саврăшпуç композиторӗ.

Вăхăт çитменни ура хурать
Творчество çынни вăл пултарулăхне хăйӗнче кăна тытаймасть. Унăн çав илемпе халăха та паллаштармаллах. Тӗслӗхрен, çыравçăпа журналист мӗн-тӗр çырмасăр пурăнаймаççӗ, юрăçăпа композитор – юрламасăр, юрă çырмасăр... Владимир Егоров та хăйӗн пултарулăхӗпе халăха творчествăлла каçсем, концертсем ирттерсе паллаштарать. Çавăн пекех «Тутарстан шăпчăкӗсем», «Вăрман айӗнче, Саврăшпуçӗнче», «Аксу», «В.Егоровăн юбилейлă концерчӗ», «Салтака» юрă альбомӗсем кăларнă. Унăн юррисен «Хăпарчӗ уйăх» кӗнеки те тухнă. Палăртса хăвармалла: В.Егоровăн юррисене Шупашкарти «Çавал», Анат Камăри «Шăнкăрав», Çӗнӗ Шупашкарти «Савăнăç», Хусанти «Мирас», Тольяттири «Шанчăк», Самарти «Самар ен» ансамбльсем, Венгрири Хевеш хулинчи пединститут студенчӗсен хорӗ тата ытти профессиллӗ юрăçсем шăрантараççӗ...
Аксу районӗнче пурăнакансем Владимир Егоровпа Эдуард Ильин пӗрле юрланине итлеме хăнăхнă. Çак икӗ яштака, шăпчăкăнни пек хитре саслă, иккӗш те купăс ăста калакан юрăçсем сцена çине тухсан куракансем юрă вӗçленмесӗр те вӗсем çинчен куç илеймеççӗ. Чăн-чăн профессионалсем.
– Эдуардпа иксӗмӗр халӗ чылайранпа пӗрле юрламан. Вăл культура, эпӗ вӗрентӳ сферисенче ӗçлетпӗр. Чăн-чăн ӗç тăвас, творчествăна аталантарас вырăнне хутпа компьютер ăшӗнчен тухаймастпăр, вăхăт çитмест, – пурнăç чăнлăхӗ пирки пăшăрханса пӗлтерет юбиляр.
Çапла çав, хут ӗçӗпе компьютер пирӗн пурнăçра нумай вырăн йышăнаççӗ халӗ, пуç çӗклеме те памаççӗ. Çапах та шкулта ӗçленӗ хушăрах обществăлла ӗçе те хастар хутшăнать Владимир Павлович. Вăл – Саврăшпуç ял хутлăхӗн депутачӗ. В.З.Николаев ертсе пыракан 10 çынран тăракан депутатсен корпусӗ питӗ килӗштерсе ӗçлет. Халăхăн пӗтӗм ыйтăвне пӗр-пӗринпе калаçса татса параççӗ, ялта пурăнакансен пурнăçӗ кунран кун лайăхланса пытăр тесе тăрăшаççӗ.

Кӗçӗн ывăл – тӗп кил тыткăчи
Владимир Егоров чăваш халăхӗн авалтан пыракан çемьери кӗçӗн ывăлăн ашшӗ-амăшӗн килӗнче пурăнмалла текен йăлине пăсман – Егоровсен тӗп килӗнче пурăнать вăл çемйипе. Мăшăрӗпе Ирина Николаевнăпа пӗрле ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ вӗсем. Халӗ ӗнтӗ ачисем хăйсем те çитӗннӗ çынсем: Сергей те, Елена та аслă пӗлӳ илнӗ, ӗçлеççӗ. Нумаях пулмасть Владимир Павловичпа Ирина Николаевна кукаçипе кукамай пулнă – пӗлтӗр качча тухнă хӗрӗ мăнук парнеленӗ.
Йышлă пӗртăванӗсем тӗп кил хупăнманнишӗн чӗререн савăнаççӗ, Владимирпа Иринăна ашшӗпе амăшне мӗн виличчен пăхнăшăн тав тăваççӗ. Николай çемйипе ялта пурăнать, Зинаида – Чăваш Енрусьелӗнче, ыттисем пурте Шупашкарта. Çуралса ӳснӗ тăван киле хăнана килкелесех тăраççӗ. Шел, чи асли Михаил 2014 çулта ӗмӗрлӗхех куçне хупнă, ăна тăван ял масарӗнче пытарнă. Сăмах май, Павел Гавриловичпа Вера Гавриловнăн ачисемпе мăнукӗсен, кӗçӗн мăнукӗсен йышӗ паян 56 çынна çитнӗ. Пурте пӗрле пуçтарăнас пулсан çурт тулсах каять вӗт. Çакă аван та: тăван нумай пулсан пурăнма çăмăл. Ялта пурăнма юлнишӗн Владимир Павлович пӗрре те ӳкӗнмест. «Халь, тăрăшсан, ялта та хуларинчен кая мар пурăнма пулать. Хуларан хăнана килекен тăвансем кашнинчех ăмсанса каяççӗ пире, «сирӗн мӗн кирли йăлтах хăвăрăн» теççӗ. Эпир мăшăрăмпа пӗр-пӗрин çине пăхса никам курман чух йăл кулса илетпӗр вара», – тет В.Егоров.

Андриян Николаев – Егоровсен хăтăшӗ
Ентешӗн сăнӳкерчӗкӗсене пăхнă май пӗр япалана асăрхамасăр иртме çук. Унăн Совет Союзӗн виççӗмӗш космонавчӗпе, паллă чăвашпа Андриян Григорьевич Николаевпа пӗрле ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкӗсем нумай. Çакă ахальтенех-ши, тӗнчипе паллă космонавтпа епле майпа  нумай хутчен тӗл пулма пултарнă-ха вăл? Ак мӗнле хуравларӗ В.Егоров ку ыйту çине:
– А.Г.Николаев – манăн хăта. Манăн Сергей тете Андриян Григорьевичăн йăмăкӗн Зинаида Григорьевнăн Анжела хӗрне качча илнӗ. Вӗсен туйне 1985 çулхи сентябрьте Саврăшпуçӗнче турăмăр. Шуршăлтан хăна нумай килнӗччӗ туя. Шел, Андриян Григорьевич хăй килеймерӗ, депутат та пулнă май васкавлă ӗçӗсем сиксе тухнă. Эпӗ хам космонавт хăтапа темиçе хутчен те курса калаçнă. Юлашки хут 2003 çулта Мускавра иртнӗ Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗнче чылайччен сăмахланăччӗ унпа. Сăмах май, Сергей тетепе Анжела инке виçӗ ывăл çуратса ӳстерчӗç.
60 çулхи юбилейне хавас кăмăлпа кӗтсе илнине пӗлтерчӗ паллă ентешӗмӗр. Творчествăри планӗсем унăн малашлăх валли те нумай. Эппин, вӗсене пурнăçа кӗртме çирӗп сывлăх, хавхалану пултăр. В.Егоров çырнă çӗнӗ юрăсене пӗрмаях илтсе тăрасчӗ-ха пирӗн, унăн пултарулăхне сцена çинчен те курасчӗ.

В.Егоровăн çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей