Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Саврăшпуçсен ӗçне тивӗçлӗ хак панă

Аксу районӗнчи саврăшпуçсем пӗрремӗш хут мар хутшăнаççӗ асăннă конкурса. Ялти Культура çурчӗн директорӗ А.В.Иванов тăрăшнипе чăн-чăн пăр хула ӳссе ларнă кунта. Архип Витальевич «юмах тӗнчине» ăсталама декабрь пуçламăшӗнчех тытăннă. Ăна мăшăрӗ Мария Владимировна, пӗрле ӗçлекен Владимир Михайлович Гаврилов тата Эдуард Михайлович Ильин пулăшнă. Январӗн 4-мӗшӗнче кунта Хусантан конкурс комиссийӗ килнӗ. Тивӗçлӗ хак панă саврăшпуçсен ӗçне.

Çӗнӗ çул умӗн республикăри муниципаллă йӗркеленӳсен хушшинче Çӗнӗ çул мероприятийӗ ирттерес тата уява илемлетес енӗпе конкурс пуçланчӗ. Ăна ТР Обществăлла палати тата ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗ ирттереççӗ. Конкурс декабрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 25-мӗшӗччен пырать. Конкурсăн приз фончӗ хальхинче 11,75 миллион тенкӗпе танлашать.

Пӗрремӗш хут мар иртекен конкурса хутшăнакансен йышӗ çулран çул йышланса пырать. Республикăри ял-хуласене Çӗнӗ çул умӗн еплерех илемлетнине курсан хăвна юмаха лекнӗ пекех туятăн. Конкурса хутшăнакан чăваш ялӗсен шучӗ те çулсерен ытларах та ытларах. Ак, тӗслӗхрен, Аксу районӗнчи саврăшпуçсем пӗрремӗш хут мар хутшăнаççӗ асăннă конкурса. Ялти Культура çурчӗн директорӗ А.В.Иванов тăрăшнипе чăн-чăн пăр хула ӳссе ларнă кунта. Архип Витальевич «юмах тӗнчине» ăсталама декабрь пуçламăшӗнчех тытăннă. Ăна мăшăрӗ Мария Владимировна, пӗрле ӗçлекен Владимир Михайлович Гаврилов тата Эдуард Михайлович Ильин пулăшнă. Январӗн 4-мӗшӗнче кунта Хусантан конкурс комиссийӗ килнӗ. Тивӗçлӗ хак панă саврăшпуçсен ӗçне.

Республикăри ытти муниципалитетсенчи капăрлăхсене пӗтӗмпех хакласа пӗтерсен конкурса пӗтӗмлетеççӗ. Пӗтӗмлетӳсем февралӗн1-мӗшӗнчен кая мар паллă пулма тивӗç. Саврăшпуçсене çӗнтерӳçӗсен йышне лекме чӗререн сунатпăр!

(Сăнӳкерчӗксем Аксури Культура çурчӗн соцсетьри страницинчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Новый год