Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Савруковсемпе Абруковсем: айăпсăр шар курнă йăхран пилӗк профессор тухнă

Савруковсем репресси йывăрлăхӗсене тӳссе нумай хура-шур курнă пулсан та нихăçан та хăйсен чысне çухатман, çӗршыва кирлӗ пилӗк профессор, пӗр наукăсен кандидачӗ, хисепе тивӗçлӗ ӗçчен çынсем ӳстернӗ. Репресси хăрушлăхӗ чӗрене çӗçӗ пек касса ыраттарать, ăна манма çук. Савруковсен виçӗ çемйине сăлтавсăр айăпласа асап кăтартнăран 1990 çулта Аксу райканашӗн анлă ларăвӗнче хамăрăн ырă ята тавăртăмăр.

Эпӗ Аксу районӗнчи Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи Савруковсен йăхӗнчен. Пирӗн йăх пирки «Родословная Савруковых» ятлă кӗнеке те тухнă. Авторӗ – Мускаври патшалăх университечӗн совет правин факультетӗнче вӗренсе диплом илнӗ  историк, тава тивӗçлӗ вӗрентекен, вăрçă ветеранӗ, таврапӗлӳçӗ Ф.А.Михейкин. Кӗнекене çырнă чух вăл архиври документсене тӗпе хунă.

Кӗнекере çырнă тăрăх, манăн мăн-мăн асатте Саврук 1823 çулта Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесне кӗрекен Кивӗ Мăкшел вулăсӗнчи Кӗçӗн Сӗнчел ялӗнче, унăн ывăлӗ Александр Савруков 1843 çулта çуралнă. Александр  мăшăрӗпе Акулинăпа ултă ача çуратса ӳстернӗ: виçӗ хӗр – Мария, Матрена, Акулина тата виçӗ ывăл – Иван, Алексей, Антип. Ывăлӗсем правурлăхпа палăрнă. Çур аки пуçлансан сывлăхпа тӗреклӗ каччăсем суха ӗçне кӳлӗннӗ, çулла утă çулнă, вӗлле хурчӗсем пăхнă, пулă тытнă, кӗркунне авăн çапнă, тыр-пула пухса тирпейленӗ... Килти хуçалăхра выльăх-чӗрлӗх, чăх-чӗп, хур-кăвакал ӗрчетнӗ. Вӗсен тарçă тавраш пулман. Мăн асатте пысăк хуçалăха çирӗп тытса пынă. Ӳссе çитӗнсен хӗрӗсем качча кайнă, ывăлӗсем те уйрăм çурт лартса çемье çавăрнă.
Аслă ывăлӗ Иван мăшăрӗпе Василисăпа 7 ача çуратса ӳстернӗ: Архип, Анастасия, Мария, Пелагея, Татьяна, Артемий, Трофим. Иванăн хӗрӗ Татьяна çитӗнсен Андрей Абрукова качча тухнă. Вӗсем 4 ача – Анна, Елена, Ксения тата Сергей – çуратса ӳстернӗ. Сергей Андреевич шкул пӗтерсен Хусанти патшалăх университетӗнчи физикăпа математика факультетӗнче вӗренсе диплом илнӗ, аспирантурăра вӗренсе кандидат, доктор диссертацийӗсене хӳтӗленӗ. Чăваш АССРӗн Министрсен Канашӗ чӗннипе 1967 çулта Сергей Андреевич Абруков Чăваш патшалăх университетне наука ӗçӗсен проректорӗ, теплофизика кафедрин заведующийӗ пулса ӗçлеме куçнă. Вăл  – физикăпа математика наукисен докторӗ, профессор, ăсчах, Раççей тата Чăваш Республикин наукăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ. 2021 çулхи сентябрӗн 13-мӗшӗнче С.А.Абруков çуралнăранпа 100 çул çитет. Сăмах май, çитес çул Кӗçӗн Сӗнчелӗнче С.А.Абруковăн юбилейне халалласа чаплă уяв ирттерме хатӗрленеççӗ.
Ученăйăн ывăлӗ Виктор та ашшӗ пекех физикăпа интересленнӗ, шкул пӗтерсен Чăваш патшалăх университетӗнчи физикăпа математика факультетӗнче вӗреннӗ. Ашшӗ пекех аспирантурăра вӗренсе малтан кандидат, унтан доктор диссертацийӗсене хӳтӗленӗ. Виктор Сергеевич ЧПУра нанотехнологипе прикладной физика кафедрин заведующийӗ, Раççей Федерацийӗн тата Чăваш Республикин наукăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, профессор.
Коллективизаци вăхăтӗнче, 1931 çулта, колхоза кӗменрен кулак тесе айăпласа мăн асаттен ывăлӗсене Ивана тата Архипа çемйисемпе Магнитогорск концлагерьне ăсатнă. 25-60 çулхи вăйпитти, хут пӗлмен, политикăран инçе тăракан, Турра ӗненсе пурăнакан çемьесем хăйсен ачисемпе патшалăхшăн мӗнле хăрушлăх пулма пултарнă-ши? Çакна ăнланма йывăр. Кăштахран Иван Александрович та, унăн ывăлӗ Архип та çамрăк хӗрӗпе йывăр ӗçпе, выçăпа нушаланса вилнӗ. 5 çулти хӗрӗ те касаматри амăшӗ патне кӗртменнипе хытă йӗнӗрен суккăрланса вилнӗ.
Мăшкăла тӳсеймесӗр Архипăн ывăлӗ Николай концлагерьтен тарнă. Кăнтăр кунӗнче вăл çырма-çатрасенче пытанса çӳренӗ, каç пуласпа ялтан яла ӗç шыраса, çимелли ыйткаласа çӳренӗ. 1939 çулта вăл медтехникумран лайăх паллăсемпе вӗренсе тухнă. Анчах та кулак ывăлӗ пулнăран малалла мединститута вӗренме илмен ăна.
1941 çулта çар фельдшерӗ пулса фронта кайнă Николай. Пӗлӗвне кура пысăкрах звание те тивӗçлӗ пулнă вăл, паллах, анчах та кунта та «кулак ывăлӗ» пулни ура хунă. Вăрçă пӗтичченех рядовой пулса тăшманпа кӗрешнӗ вăл. Аманнă салтаксене вăрçă хирӗнчен илсе тухса çăлнăшăн Николай Архипович «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» медальсене, виçӗ хутчен Хӗрлӗ Çăлтăр орденне тивӗçнӗ. Германи çӗрӗнче аслă лейтенант званипе вăрçа вӗçленӗ. Çар ретӗнчен капитан званипе тухнă вăл. Мăшăрӗпе Марзияпа икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Вилсен Николай Архиповича Челябинск хулинчи масарта пытарнă.
Архип Ивановичăн сывă юлнă тепӗр ывăлӗ Григорий Еманжелинск (Челябинск облаçӗ) хулинче çемье çавăрнă, мăшăрӗпе 5 ача ӳстернӗ. Вӗсен пӗр хӗрӗ, Ольга Григорьевна, педагог, Кустанай тата Рудный хулисенчи шкулсенче ачасене акăлчан чӗлхине вӗрентнӗ. Аспирантурăра вӗренсе кандидат, доктор диссертацийӗсене хӳтӗленӗ. Таганрогри, Шупашкарти пединститутсенче преподаватель, доцент, аслă наука сотрудникӗ, 1993 – 2006 çулсенче наука ӗçӗсен проректорӗ, педагогикăпа психологи кафедрин заведующийӗ пулса ӗçленӗ. Ольга Григорьевна Максимова Чăваш Енре паллă çын, профессор. Мăшăрӗпе Вячеславпа пӗр ача çуратса ӳстернӗ.
Мăн асаттен вăтам ывăлӗ Алексей мăшăрӗпе Ульянăпа икӗ ача çуратса ӳстернӗ – Наталья тата Тарас. Мăнукӗ Николай Тарасович А.Туполев ячӗллӗ Хусанти авиаци институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Аспирантурăра вӗренсе кандидат, унтан доктор диссертацийӗсене хӳтӗленӗ. Шупашкарта экономикăпа менеджмент институтне (Санкт-Петербургри патшалăх политехника университечӗн филиалӗ) йӗркелесе янă. Николай Тарасович Чулхулари инженерипе экономика университетӗнче тăрăшать, диссертацисем хӳтӗлекен канашăн пайташӗ. Николай Тарасович – экономика наукисен докторӗ, профессор, академик. Мăшăрӗпе Нинăпа икӗ ача çуратса ӳстернӗ. Вӗсен хӗрӗ Елена та экономика наукисен кандидачӗ. Ывăлӗ Алексей те ашшӗ пекех профессор, академик, экономика наукисен докторӗ, РНА пайташӗ. Раççей Правительстви çумӗнчи Финанс департаментӗнче тăрăшать.
Маларах асăнтăм ӗнтӗ, ман асаттене Антип Александрович Саврукова çемйипе каторгăна ăсатнă. Асаттепе аппана, чирлӗскерсене, баракран кăларса пăрахнă, вӗсем чӗр тамăкра асап курса вилнӗ. Вӗсем вилсен кӗркунне атте, Георгий Антипович, амăшне хăтарма икӗ хутчен те кайса пăхнă, анчах ӗç тухман. Виççӗмӗш хутӗнче атте амăшне вăрласа илсе килнӗ. Ахванеç тете арăмӗ, Анна инке, асаннене валашкана вырттарса ӳтӗнчи пыйтă шăркисене тăтăш тасатса тăнă пулсан та вунă кунран ытла пурăнайман мăнтарăн...
Раскулачивани вăхăчӗ самаях хыçа юлнă пулин те, шкулта вӗреннӗ чухне мана та пӗр вӗрентекен «эсӗ кулак ачи,  тăшман çемйинчен» тесе хăртатчӗ. Тепӗр тӗслӗх: ялта тăватă çурт урлă пурăнакан милиционер пирӗн кил картишӗнчи витерен тухнине, аслăк çинчен аннине пӗрре мар курнă. Çынсем влаçрисем хушнипе е хăйсен ăсӗпех çапла ирсӗрленнӗ-ши? Ним калама аптрамалла.
1933 çулта атте, Георгий Антипович, яла таврăннă. Вӗсен çуртне салатнă пулнă. Вăй пухса çӗнӗ çурт лартнă вăл. Пӗлӳ илеймен пулсан та аллинчен ӗç кайман. Ӗçчен çынна ял халăхӗ те хапăл тунă. Комбайнера вӗренсе уйра ӗçленӗ. Аксу райканашӗн депутачӗ те пулнă. Аттепе анне виçӗ ача çуратса ӳстернӗ. Шел, 1977 çулта вăтам хӗрӗ Нина аварие лексе вилнӗ. Ывăлӗ Виталий шкул пӗтерсен Хусанти авиаци институтӗнче вӗреннӗ, аллине диплом илсен çак аслă шкултах ӗçлеме юлнă. Пӗр вырăнта 54 çул, çав шутра 41 çул вӗренӳ лабораторийӗсен заведующийӗ пулса тăрăшать. Институтра хисеплӗ çын, ӗç ветеранӗ. Икӗ кӗнеке – сăвăсен пуххи – кăларнă Виталий Георгиевич. Çӗршыв, республика шайӗнчи чылай хисеплӗ ята, тав хучӗсене тивӗçнӗ вăл.
Савруковсем репресси йывăрлăхӗсене тӳссе нумай хура-шур курнă пулсан та нихăçан та хăйсен чысне çухатман, çӗршыва кирлӗ пилӗк профессор, пӗр наукăсен кандидачӗ, хисепе тивӗçлӗ ӗçчен çынсем ӳстернӗ.
Репресси хăрушлăхӗ чӗрене çӗçӗ пек касса ыраттарать, ăна манма çук. Савруковсен виçӗ çемйине сăлтавсăр айăпласа асап кăтартнăран 1990 çулта Аксу райканашӗн анлă ларăвӗнче хамăрăн ырă ята тавăртăмăр. Айăпсăр айăпланнă тăванăмăрсене асăнса Кӗçӗн Сӗнчел масарӗнче асăну палăкӗ лартрăмăр.

Людмила САВРУКОВА-АНТИПОВА.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Мен тери тусемлех кирле пулна сав йыварлаха чатса ирттерме.Теленмелле сиреп,терекле ,сута сынсем.

    • аватар Без имени

      0

      0

      Кусем чаваш сапкинчен тухна сынсем вет.Пирен весем пек сутта тухма тарашмалла,хальхи вахатра чавашлаха тата та малалла аталантарасче , кашни чаваш хайен челхине Менделееван таблицине пелне пек , ПЕЛМЕЛЛЕ !

      • аватар Без имени

        0

        0

        В народе говорят , что ад на земле , а в небесах рай .Соглашаюсь ,этого искусственно созданного "человеками " ада могло и не быть.

        • аватар Без имени

          0

          0

          Не смотря на гонение,унижение ,физическую расправу молодое поколение продолжает миссию добра и просвещения . УДАЧИ ВАМ

          • аватар Без имени

            0

            0

            Воистино , надёжные , волевые ,стойкие были люди . Царство им небесное и вечная память ... ...

            Теги: ТАССР 100 лет