Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сенкер кӳлӗсем тата Лобач ту федераллӑ финанслава кӗме пултараҫҫӗ

Туризм тата рекреаци кластерӗсене тӑвас тата Раççейре экотуризма аталантарассине хаклакан конкурсра Тутарстан финала тухнӑ

Туризм тата рекреаци кластерӗсене тӑвас тата Раççейре экотуризма аталантарассине хаклакан конкурсра Тутарстан финала тухнӑ.
Тутарстансем активлӑ тӗрев панипе тата сасӑлава хутшӑннипе республикӑри икӗ проект конкурс финалне тухнӑ.
Ӗнер, ҫутҫанталӑка хӳтӗлес енӗпе РФ Президенчӗн ятарлӑ представителӗ Сергей Иванов ертсе пынипе конкурс комиссийӗ 34 проекта суйласа илнӗ. Тутарстан регионсен рейтингӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Конкурсӑн финалне тухса федераллӑ финанслава «Высокогорский» тата «Камское Устье» туризм тата рекреаци вырӑнӗсем тивӗҫнӗ. Ку вӑл Сенкер кӳлӗсемлӗ, Лобач ту айӗллӗ, Юрьевски ту хӑвӑлӗллӗ территорисем. Кун пек вырӑнсем Раҫҫейре сайра. Конкурсра ҫӗнтерни унта йӗркеллӗ кану валли условисем йӗркелеме, Тутарстанри ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене упрама май парӗ.
 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев