Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 21-мӗшӗнче Хусанта кӗркуннехи субботник иртет

Çитес шăматкун, сентябрӗн 21-мӗшӗнче Юдино поселок çумӗнчи «Изумрудное» кӳлӗ территорине çуп-çапран тасатма кăмăл пуррисене кӗтнине, субботник «Экологи» наци проекчӗ шайӗнчӗ «Марафон чистоты» квест-вăйă форматпа иртнине пӗлтерет ТР Экологи министерствин пресс-служби.

Субботникра 4 çынран тăракан ушкăнсене кӗтеççӗ. Пӗр вăхăт хушшинче хăш команда нумайтарах çуп-çап пухать – çав çӗнтерет. Унта  хутшăнакансен 9.00 сехетрен пуçласа 9.50 сехетччен регистраци иртмелле. Кирлӗ инвентарьпе тивӗçтереççӗ.

Акцие килекенсем концерт курма, çар кухнин апатне тутанса пăхма та май пулать. Интерактивлă площадкăсемпе виртуаллă кинотеатр пуласса та шантараççӗ йӗркелӳçӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Нацпроект «Экология»