Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрь уйăхӗн 30-мӗшӗччен кредит каникулӗсене кӗртесшӗн

Раççей çыннисене хӳтӗлес тӗллевпе Патшалăх Думине сентябрь уйăхӗн 30-мӗшӗччен кредит каникулне йышăнасси çинчен калакан саккун проектне тăратнă тесе пӗлтерет Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçат

]Раççейпе туслă мар çӗршывсенчен тата пӗтӗм тӗнчери организацисен сиенлӗ ӗç-хӗлӗнчен хӳтӗлемелли саккун проектне Патшалăх Думине кӗртнӗ. Çав шутра 2022 çулхи сентябрь уйăхӗн 30-мӗшӗччен кредит каникулӗсене йышăнасси çинчен калани пур. Асăннă срока правительство йышăнăвӗпе тата та тăсма пултараççӗ.

Саккун проектне экономика секторне пулăшакан ирӗк тата лицензи паракан процедурăсем, Раççейри страхлав ӗç-хӗлне йӗркелекен право хутшăнăвӗсем кӗреççӗ.  Вӗсем патшалăх тата муниципаллă организацисене таварпа, ӗçсемпе, çăмăллăхсемпе тивӗçтерессине йӗркелеççӗ.

Автор:Инга Алексеева

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев