Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн вӗçӗнче Хусанта Чăваш культура кунӗсем иртеççӗ

Тутарстанри Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă кунсем тӗрлӗрен культура мероприятийӗсемпе тулаççӗ – спектакль, кино, концерт

Чăваш театрне кăмăллакансем сентябрӗн 21-мӗшӗнче Г.Камал ячӗллӗ театрта «Шуйттан чури» икӗ пайлă мистикăллă драмăна курма пултараççӗ. Ăна Я.Ухсай трагедийӗ тăрăх К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма тетарӗ 19:00 сехетре кăтартӗ.

Сентябрӗн 22-мӗшӗнче 19:00 сехетре ТР Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче «Чăвашкино» патшалăх киностудийӗ Алексей Енейкинăн «Кунта тăшман ури ярса пусмӗ» («Сюда не ступит нога врага»)  ятлă вырăсла-чăвашла телефильм кăтартӗ. Ăна 1941-1942 çулсенче Сăр тата Хусан оборона линийӗсене тăвакансене халалланă. Фильма ӳкернӗ çӗрте чăваш театрӗсен артисчӗсем хутшăннă.

Сентябрӗн 23-мӗшӗнче Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн пысăк концерчӗ пулать. Куракансем пирӗн халăхăн чи паха юрри-ташшипе паллашӗç. Концерт 19:00 сехетре пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев