Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн пӗрремӗшӗнчен вăя кӗрекен улшăнусем

Реестртан кăларсан гражданинăн çӗнӗрен ИП пек регистрациленме виçӗ çул юрамасть.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен банкрота тухма тата парăмсене списать тума çăмăлтарах пулать. Çӗнӗ закон 50 пинрен пуçласа çур миллион тенкӗ тарнччен парăма кӗрсе ăна татса парайман граждансене пырса тивет. Çакнашкал парăмсене татса пама шанчăк çуккисен шутне кӗртмелле. Ку вăл приставсем взыскани шутне кӗртмелли тупăш е пурлăх тупайманнине пӗлтерет.

Банкрот тесе йышăнччӗр тесен, МФЦна заявлени çырса памалла, унта исполнительнăй производство мӗнлерех шайра пулнине тӗрӗслеççӗ те Банкротство сведнийӗсен пӗрлехи федераллă реестрне уведомлени вырнаçтараççӗ. Çакăн хыççăн процентсене, пенисене, штрафсене çырса пама чарăнаççӗ. Унтан парăма тӳлесе татма майсем пуррипе çуккине пристав е кредитор тӗрӗслет. Енчен те вӗсем нимӗн те тупаймаççӗ-тӗк, реестрта регистрациленнӗ хыççăн ултă уйăхран гражданин парăмсенчен хăтăлать.

Маларах уйрăм çынсене банкрота тухмалли чи пӗчӗк ставка çур миллион тенкӗ пулнă. Ăна арбитражлă судсем урлă кăна тума май пулнă, тата тӳлеме те тивнӗ. Халӗ банкрота тухас процедура тӳлевсӗр пулса тăрать.

 Сентябрӗн пуçламăшӗнчен налог инспекцийӗ Пӗрлехи патшалăх реестрӗнчен (ЕГРИП) коммерци ӗçне илсе пыман уйрăм предпринимательсене (ИП) хăй тӗллӗн кăларма пултарать. Маларах çакна суд йышăнăвӗпе кăна тума май пулнă.

Кам 15 уйăх ытла налоговăйне нимӗнле отчет та паман, е патент срокӗ вӗçленнӗренпе 15 уйăх иртсен çыннăн ИП статусне пăрахăçлама пултараççӗ. Çав вăхăтра иккӗмӗш услови те пур: усламçăн налог тӳлевӗсемпе парăмсем пулмалла.  

Реестртан кăларсан гражданинăн çӗнӗрен ИП пек регистрациленме виçӗ çул юрамасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев