Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сергей КЛЕВЕНСКИЙ: «ШАНУПА» МАЛАШНЕ ТЕ ӖÇЛЕМЕ КĂМĂЛ ПУР»

«Тат Культ Фест» проект ТР Культура министерствин пулăшăвӗпе йӗркеленет. Кăçал вӗсем концерта паллă музыкантсене чӗнсе пуянлатма шутланă. «Шану» ушкăнпа тӗнчери музыкантсен хушшинчи талантлă та паллă кларнетист Сергей Клевенский сцена çине тухмалла

– Йӗркелӳçӗсем пире маларахах проекта паллă музыкантсене чӗнсе илессине, çавсенчен хамăра килӗшекеннине суйласа илме каларӗç. Эпир Сергей Клевенские суйларăмăр. Вăл тӗнчипе паллă музыкант, виртуоз, вӗрсе каламалли мӗнпур инстру­ментпа калама пултарать, – хӗпӗртесе пӗлтерчӗ Вера.
Музыкант мар та, çавăнпа, намăс пулин те, унран пӗрремӗш хут Сергей Клевенский çинчен илтрӗм. Тен, музыка хайлавӗсене илтнӗ те пулӗ, анчах авторӗ кам иккеннипе интересленмен. Паллах, çийӗнчех Яндекс шырав урлă кӗрсе музыкантпа паллашрăм. Пӗрремӗш ссылкăпах интервью пур. Вулама пуçларăм та тыткăна илчӗ. Сергей Клевенский хăйне пӗр тӗнче. Ун шухăшлавӗ анлă, тавракурăмӗ пуян тата вăл ялан творчествăлла шыравра. Ун çулӗ – вӗçӗмсӗр аталану. Хăйӗн пурнăçӗ пирки питӗ интереслӗ, çăмăллăн, кăштах иронипе каласа парать.  
Сергей Клевенский тӗп Мус­кав çынни. Хăй çинчен вăл: «Эп Арбатран», – тесе калать. 1966 çулхи августăн 24-мӗшӗнче çуралнă. Хула центрӗнче, Арбат тăрăхӗнче пурăнакан  интеллигенци хушшинче ӳснӗ. Каярахпа Таганкăна, унтан Щелковскине куçса кайсан тунсăхпа аса илнӗ хула центрне, унти вӗреннӗ çынсене, тăван сăнсене. Тăватă çултан пуçласа музыка шкулне çӳреме тытăннă. Хăйӗн учителӗсен шутне Клевенский Сергей Старостина, Иван Смирнова кӗртет.  Клевенский хуть мӗнле музыкăра та хăйне шырать. Ун шучӗпе музыка хайлавне тӗрӗс, мӗнпур нотăна таса, кирлӗ пек выляни çителӗксӗр. «Час-час яка вылянинче музыкант хăй курăнмасть. Çапла, вăл автор курăмне ăнлантарма тăрăшать, анчах хăй ăçта?» – тет вăл час-часах. Çак вӗçӗмсӗр шырав пулăшнă та ӗнтӗ Клевенские музыка тӗнчинче хăйне тупма. Кӗске хушăрах Клевенскипе темиçе интервью вуласа тухрăм. Унăн «Галерея снов» альбомӗн хăш-пӗр япалине итлерӗм,  кăштах «Кровь с молоком» альбомран. «Охо, кампа выляççӗ шанусем!»  – те­рӗм вара тӗлӗнсе.
Сергей Клевенскин почеркӗ «Шану» ушкăн стилӗпе шайлашуллă хутшăнса кайрӗ. Вӗрсе каламалли инструментсен сасси этно-джаза пуянлатрӗ. Музыкантсем нумай чухне Клевенские соло выляма май пачӗç. Кӗске хушăрах вăл ушкăнăн музыка пьесисене «ярса илсе» ăша хывни чăннипех тӗлӗнтерчӗ. Мӗн калăн – профессионал!
«Шану» ушкăн «Тарăн варта хур пусрăм та», «Атьăр вăййа тухар-и те», «Сенкер шел», «Селиме» юрăсемсӗр пуçне çӗнӗ музыка пьесисемпе те паллаштарчӗ. Авторӗ Дмитрий Лысов. Сăмах май, вăл та хăйне евӗр уйрăм интереслӗ тӗнче. Сергей Клевенский сцена çинче хăйне мӗнле тыткаланине пăхсан ăна ушкăн килӗшни сисӗнчӗ. Çакна концерт хыççăнхи кӗске калаçура хăй те çирӗп­летрӗ.
– Хусансем ман пата сӗнӳпе тухсан малтанласа хăраса ӳкрӗм. Мӗншӗн тесен ку атьсем музыкăна питӗ те яваплă йышăнаççӗ. Юлашки çулсенче эп кăшт хупăнсарах хам тӗнчере пурăнатăп. Кунта вара çакăн пек сӗнӳ килчӗ. Музыкантсен шалти тӗнчи каласа сăмах çитермелле мар илемлӗ.
– Эсир малтан вӗсем çинчен илтмен те пулӗ?
– Çапла, сӗнӳ килсен кашни музыканта уйрăммăн пăхса тухрăм: Кам вăл? Мӗн вăл? Килес мар тесе сăлтав шырарăм. Пӗлетӗр-и, ку кăштах урăхларах япала. Ман график те питӗ тăкăс, кунта вара ушкăн стильне ăша хывма вăхăт кирлӗ. Анчах çакăн пек шайри музыкантсемпе пӗр сцена çине тухас тени çӗнтерчӗ.
– Мӗн вăхăт пӗрле хатӗрлентӗр?
– Пирӗн пӗр репетици – ӗнер, паянхи концерт умӗн пулчӗ.
– Çакă та çителӗклӗ пулчӗ-и?
– Маларах Вера мана темиçе трэк ярса панăччӗ – паян концертра пулнисене. Виçӗ çӗннисемсӗр пуçне. Итленӗ хыççăн Димăна, пианиста, хамăн курăм пирки çырса ятăм. Вăл та çийӗн­чех хуравларӗ. Тӗлӗнмелле те эпир унпа пӗр хум çинче иккен, йăлт хăй вырăнне ларчӗ.
– Солистка çинчен мӗн калама пултаратăр?
– Вера ман чӗрене тыткăн­ларӗ, хăйӗн юрлас пултарулăхӗпе, музыкăна ăнланнипе. Каларăм ӗнтӗ, пурте чунпа çав тери илемлӗ музыкантсем. Паянхи выступленире пӗр пулăм пулса иртрӗ. Куракансем, тен, асăрхамарӗç те пулӗ. Пӗр сыпăк­ра кам соло вылямалли пирки кăштах пăтранса илтӗмӗр. Кайран атьсем çакна илтсе çийӗн­чех соло пайне выляма май пачӗç. Питӗ килӗшрӗ мана.
– Чăваш музыкин хăйне евӗрлӗхне туйса илме çите­лӗклӗ вăхăт  пулчӗ-и?
– Паллах. Чăваш музыкипе унччен те тӗл пулнă, кăштах ӗçленӗ те. Кашни халăхăн хăйӗн тымарӗ. Çав тымарсене пăхса тăрса  ӳстерсех тăмалла. Мана культурăсен хутшăнăвӗ питӗ килӗшет. Фольклорпа ӗçлекен юлташсем нумай ман. Чăваш е тутар музыки çинчен калас пулсан, пӗр вăхăт хушши чăвашсен йăла  музыкине аталантаракан ушкăнпа ӗçлерӗм. Чăвашсен шăпăрӗпе (волынка) выляма тăрăшрăм. Анчах вăл хăйӗн тесситурипе, диапазонӗпе килсе каймарӗ. Тутарсен паллă юрăçипе Зуля Камаловăпа темиçе çул ӗçлерӗм. Айдар Гайнуллина лайăх пӗлетӗп. Сирӗн кунта пултаруллă баянистсемпе аккордеонистсем çав тери нумай. Ман шутпа Хусан – музыкантсен сăпки.
– Сцена çинче эсир «Шанупа» малашне те ӗçлеме хирӗç мар тесе каларăр?
– Ӗнер Вера çӗнӗ альбом çыр­тарасси пирки каларӗ. Çавăнта вӗсем çӗнӗ тӗссем кӗртме шутлаççӗ. Эпӗ пӗрле ӗçлессишӗн икӗ алăпа та сасăлатăп.

Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

«Тат Культ Фест» проект ТР Культура министерствин пулăшăвӗпе йӗркеленет. Кăçал вӗсем концерта паллă музыкантсене чӗнсе пуянлатма шутланă. «Шану» ушкăнпа тӗнчери музыкантсен хушшинчи талантлă та паллă кларнетист Сергей Клевенский сцена çине тухмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев