Сувар

Сергей Морзов: "Чӑвашсене – пиллӗк с плюсом"

Сергей Морозов пек халӑха ҫывӑх кӗпӗрнаттӑр урӑх ҫук-тӑр. Е Валентина Тарават патне яла чей ӗҫме пырать, е Сабантуйра кунӗпе тӳпеттей тӑхӑнса ҫӳрет.

Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш ӗҫлӗ эрнекунӗнче Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов облаҫри Чӑваш автономийӗн тӗп  кантурӗнче канашлу ирттернӗ, тесе пӗлтерет Чӑваш Наци Конгресӗн пресс-служби.

Канашлӑва чӑвашсемсӗр пуҫне 16 наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи хутшӑннӑ.
Кӗпӗрнаттӑр облаҫри ЧНКА ӗҫне 5+ паллӑпа хакланӑ, хӑй енчен пулӑшма шантарнӑ.
Канашлу ирттерекен ҫурт кивелнӗ, ӑна ҫывӑх вӑхӑтра юсамалла. Чӑваш автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев шӑпах ҫуртӑн тӑррине улӑштарса ӑна ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑтмалла тӑвасшӑн. Кӗпӗрнаттӑр Чӗмпӗр пуҫлӑхне ку ыйтура пулӑшма хушнӑ.
Сергей Морозов облаҫри "Канаш" хаҫатӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе те паллашнӑ. Сӑмах май, иртнĕ çул вĕçĕнче хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Мустаева "Чĕмпĕр облаçĕнчи тава тивĕçлĕ массăллă информаци ĕçченĕ"  хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: