Сувар

Съезда Тутарстанран 4 делегат кӑна хутшӑнать

Коронавирус пандемине пула йышӑннӑ ҫирӗп чарусем регионсенчи делегатсен шутне чакарма хистенӗ

Октябрен 23-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Наци Конгресне черетлӗ VII съезчӗ иртет. Вӑл К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академипе драма театрӗнче 11.00 сехетре пуҫланать. 

Аслӑ Пуху ӗҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов хутшӑнаҫҫӗ. 

Октябрӗн 22-мӗшӗнче регионсенчен килнӗ делегатсене Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев йышӑнчӗ. Конструктивлӑ калаҫура енсем чӑваш культурипе чӗлхине Раҫҫейре епле аталантарассине сӳтсе яврӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: