Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шaла кайнӑ чирсемпе пурӑнакансемшӗн прививка туни пӗлтерӗшлӗ

Февралӗн 16-мӗшӗнче Инстаграмри тӳрӗ эфирта пӗрремӗш хут ТР Вице-премьерӗ Лейла Фазлеева тата ТР Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп терапевчӗ Диана Абдулганиева COVID-19-тан тӑвӑнакан вакцинӑна сӳтсе явӗҫ тата куракансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ.

Ҫакӑн ҫинчен Республикӑра ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗҫ кӗрешекен оперативлӑ штаб пӗлтерет. 

Тӳрӗ эфир теми – "Вакцинаци COVID-19 йывӑр иртнинчен ҫӑлать: шaла кайнӑ чирсемпе пурӑнакан ҫынсемшӗн мӗншӗн прививка туни пӗлтерӗшлӗ?"
Онлайн-трансляци 11:00 сехетре пуҫлаҫҫӗ. Эфис ТР Сывлӑх сыхлав министерствин тата Республикӑра ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗҫ кӗрешекен оперативлӑ штабӑн аккаунчӗсенче иртет.
Февралӗн 16-мӗшӗнчи эфир вакцинаци темипе эрнесерен иртекен тӳрӗ трансляцисене пуҫлать, унта чӗннӗ экспертсем хутшӑнаҫҫӗ.

Трансляци ссылкисем:
https://instagram.com/stopcovid19.tatarstan
https://instagram.com/minzdravrt

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев