Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шăматкун Пăвара «Сувар» хаçат Кубокӗшӗн футбол турнирӗ иртрӗ

Ăмăртăва çичӗ команда хутшăнчӗ: Чăваш Енрен - «Елчӗк», «Аслă Елчӗк», «Яманчурел»; Тутарстанран - «Пăва-1», «Пăва-2», «Хирти Кушкă», «Çӗпрел».

2009-2010 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче кубокшăн хӗрӳ тупăшу пулчӗ. Шанчăк çук командăсем вăйлисене çӗнтерме пултарчӗç. Спортра ăнăçу юлашки вырăнта мар çав. Çиле хирӗç вылякансене йывăртарахчӗ пулин те, çӗнтерӳ патне ăнтăлни гол кӗртес текенсене çӗнӗ вăй хушатчӗ.

Çамрăк футболистсене «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Пăва районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ленар Шакирзянов, Пăвасен ентешлӗхӗн президенчӗ Ирек Закиров, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев, Пăва районӗнчи ЧНКЦ Канашӗн Председателӗ Владимир Ильин, ăмăртусен тӗп тренерӗ Ренат Садыков саламларӗç.

«Сувар» хаçат Кубокӗнче лайăх çанталăк тахçантанпа пулманччӗ, вăйăсене курса ларма кăмăллăччӗ. Пӗрремӗш вырăна «Пăва-1», иккӗмӗшне – «Яманчурел» йышăнчӗç. Виççӗмӗш вырăна «Елчӗк» команди тухрӗ. Тăваттăмӗшне «Хирти Кушкă» ачисем тухрӗç, вӗсем Çӗпрел районӗн командине парăнтарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев