Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Шехри Казан» хаçатăн редакторӗ чăвашла пӗлет

Хусанта 1990 çулхи августăн 17-мӗшӗнче тухма тытăннă тутарла хаçат вăтăр çул тултарчӗ.

«Хаçат аудиторийӗ унта чи малтан илем шырать, – тесе шутлать «Шахри Казанăн» тӗп теракторӗ Радик Сабиров. – Интернетра чи интереслӗ темăсем шоу бизнеспа трагедисем пулсан, хаçатăн вулаканӗ вӗсене юратмасть. Пирӗн кăларăмра криминаллă рубрика пурччӗ малтан. Эпир ăна пӗр колонка пек тавăрас терӗмӗр. Анчах та вулакан çакна йышăнмарӗ. Тӳрех ятлаçма тытăнчӗç çынсем».

«Шахри Казан» хаçатăн яланхи вулакансем усăллă канашсене кăмăллаççӗ. «Ыйту – хурав» рубрика чи кăсăкли вӗсемшӗн.
Радик Сабиров Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳселӗнче çуралнă. Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинчи шкулта вӗреннӗрен вăл чăвашла лайăх пӗлет.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев