Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шел пулин те, инкеклӗ статистика малалла тăсăлать

2022 çулхи 6 уйăхра  Тутарстанра 1460 çул-йӗр пăтăрмахӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 127 çын вилнӗ тата 1821-шӗ аманнă. Çак кăтартусене нумай пулмасть çул-йӗр хăрушсăрлăхне халалланă ТР Правительствин комиссийӗн ларăвӗнче ТР ГИБДД  начальникӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Рустем Гарипов илсе кăтартнă.

Çул çинчи хăрушă аварисем çинчен хыпар хатӗрӗсен малти старницисенче тăтăшах каласа параççӗ пулин те, чăнласа тăна кӗрекенсем сахал. Çакна кат аяккине анса кайнă, фурăсем çине пырса кӗнӗ «гонщиксем» çирӗплетсех тăраççӗ.

Иртнӗ çулпа танлаштарсан вилнисен шучӗ тăхăр çынна ӳснӗ. Çав вăхăтра çул-йӗр пăтăрмахӗсен шучӗ 142 пулăма чакнă, аманнисен шучӗ те пӗлтӗр кăçалхи çур çултинчен 180 çынна ытларах пулнă.

Гарипов сăмахӗсемпе, пӗрремӗш çур çулта çул çинчи аварисенче ытларах машинăсем пӗр-пӗринпе çапăнни тата çуран çӳрекенсене таптани пулнă. Çакнашкал инкексене пула 97 çын вилнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев