Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисем вутпа выляса микроавтобуса ҫунтарса янӑ

Транспорт пынӑ ҫӗртех ҫунма тытӑннӑ, мӗн пур ларса пыракан, водитель те маршруткӑран тухса ӗлкӗрнӗ. Вӗсем пурте сывӑ

  Ҫырчаллинчи маршрутка икӗ ача вутпа вылянипе ҫунма тытӑннӑ

Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР прокурорӗн аслӑ пулӑшаканӗ Руслан Галиев пӗлтернӗ.

Транспорт пынӑ ҫӗртех ҫунма тытӑннӑ, мӗн пур ларса пыракан, водитель те маршруткӑран тухса ӗлкӗрнӗ. Вӗсем пурте сывӑ. 

Руслан Галиев пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка салонӗнче ларса пынӑ 13 тата 14 ҫулхи икӗ ача вутпа выляса пыни пушар сӑлтавӗ пулма пултарнӑ. Вӗсен аллинче зажигалкӑсем валли газ балонӗ ҫунма тытӑннӑ. 

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем унпа выляса чӗртсе янӑ. Ҫул ҫитмен ачасен ятне-шывне тупса палӑртнӑ, вӗсем иккӗшӗ те полици уйрӑмӗнче профилактика учетӗнче тӑраҫҫӗ. Иккӗшне те тытса чарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев