Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисен тӗрӗс апатланӑвне министр тимлӗх уйӑрать

Ачасем вӗт хӑйсен вӑхӑчӗн 60 процентне шкулта ирттереҫҫӗ

Тутарстанӑн вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин Хусанти 9-мӗш гимназире шкул ачисене вӗри апат ҫитернипе паллашнӑ.

"Апата ҫисе яраслӑх, паллах, пур ҫӗрте те пӗр пек мар. Ку вӑл менюран, ачасем мӗн ҫиес тенинчен тата ашшӗ-амӑш воспитани панинчен килет. Эпир ачасене тӗрӗс апатланма вӗрентмелле. Ачасем вӗт хӑйсен вӑхӑчӗн 60 процентне шкулта ирттереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та шкулта тутлӑ тата тараниччен ҫитерни пӗлтерӗшлӗ. Килтисем, учительсем, клас ертӳҫисем ачасем тӗрӗс апатлатарччӗр тесе тӑрӑшмалла", – тенӗ вӗрентӳпе наука министрӗ.

Раҫҫейри Патшалӑх услугисен порталӗнче «Бесплатное горячее питание для учащихся младших классов» уйрӑмри граждансен обращенийӗсене министерство сӑнаса тӑрать. 

Октябрӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 14-мӗшӗччен 2458 обращени килнӗ, вӗсенчен 87,1 проценчӗ кӑмӑллӑ отзыв, 12,9 проценчӗ – шкулсенчи апатлантарӑва еплерех йӗркелени пирки ҫӑхав.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев