Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШКУЛ ÇИТӖНӲ ТĂВАССИ ЗАВУЧРАН КИЛЕТ

Елена Васильевна вӗрентекен ачасем тӗрлӗ шайри олимпиадăсенче, конкурссенче куллен çӗнтереççӗ

«Шкулта ача ăнланса вӗренмелле, унсăрăн çитӗнӳ çук», – теме юратать Акрелӗнчи вăтам шкул завучӗ, чăваш чӗлхипе литература учителӗ Елена Васильевна Макарова. Çак шухăша вăл хăйӗн тата пӗтӗм шкулăн ӗçне йӗркеленӗ чухне яланах тӗпе хурать.
Тӗрӗсех çакă. Ăнланмасăр тунă хуть мӗнле ӗçӗн те усси сахал. Вӗренӳре те çапла. Ача урокра теори материалне ăнланма тивӗç. Ăнланса ăса хывнă пӗлӳ асра вăрахчен сыхланать. Тата ытларах пӗлес, вӗренес килет ун пек чухне.

 

– Хăйӗн ӗçне тӗплӗ тăвакан специалист. Урокӗсене интереслӗ ирттерет. Ăста ăнлантарать, çирӗп ыйтать. Тӗрлӗ мелпе, технологипе усă курать вӗрентӳре. Пуян опычӗпе ӗçтешӗсене яланах паллаштарма хатӗр, – çапла хаклать Елена Васильевнăн ӗçне шкул директорӗ Людмила Александровна Калмыкова.
Опычӗ вара чăннипе те пысăк. Хăй малтан пӗлӳ илнӗ тăван шкула Елена Васильевна Чис­тайри педагогика училищине пӗтерсен ӗçлеме килчӗ. Каярах пӗлӗвне Чăваш патшалăх университетӗнче тарăнлатрӗ. Тӗрлӗ предмет вӗрентсе курнă вăл. Çапах чи килӗшекенни, чи çывăххи чăваш чӗлхи тесе шутлать.
– Тăван чӗлхепе литература предмечӗсем мана шкулта вӗреннӗ çулсенчех килӗшетчӗç. Атте шкул хыççăнах Шупашкар университетне ярасшăнччӗ. Эпӗ вара малтан Чистая каяс терӗм, – ырăпа аса илет иртнине Елена Васильевна.
Аванах пӗлетӗп унăн ашшӗпе амăшне. Шел, ашшӗ – Василий Владимирович Родионов – халь сывă мар, вилнӗ, çапах ун пирки ял-йыш паян кунччен ырăпа çеç аса илет. Питӗ ăста çынччӗ, тавракурăмӗ анлăччӗ. Хуть мӗн пирки те унпа калаçма пулатчӗ. Сад ăсти, хурт-хăмăрçă, машина-техника юсавçи, ăста фотограф... Видеокамерăсем тухсан çав аппарата туянчӗ. Таврари илемлӗ вырăнсене ӳкерме ӗмӗтленетчӗ... Пӗр вăхăт вăл колхоз председателӗн çумӗнче тăрăшнă, ферма заведующийӗн­че те ӗçленӗ.

Амăшӗ те – Вера Ивановна – питӗ ӗçчен çын. Ӗне ферминче нумай çул дояркăра, телятницăра вăй хунă. Тӗрлӗ медаль, Хисеп хучӗ илме тивӗçнӗ. Тивӗçлӗ канăва кайсан та чылай вăхăт ял халăхӗнчен сӗт пуçтараканра тăрăшрӗ.
Çакăн пек пултаруллă çемье­ре ачисем те – хӗрӗсем Вальăпа Елена, ывăлӗ Валерий – мӗн ачаран ӗçчен, тăрăшуллă пулса çитӗннӗ. Сăмах май каласан, çемьере чи кӗçӗнни пулнăран Елена пӗчӗклех аппăшӗпе пиччӗшӗнчен те нумай ырă тӗслӗх илнӗ. Родионовсен ачисем ашшӗпе амăшӗнченех тăван чӗлхене, чăваш йăли-йӗркине хисеплеме хăнăхнă. Каннă самантсенче е уявра кил хуçи алла балалайка е купăс тытнă, çемье вара юрă-такмак шăрантарса савăннă.
– Тăван чӗлхе пуласлăхӗ пирте хамăрта. Чăваш çынни килте ачипе е мăнукӗпе чăвашла калаçма чарăнсан пӗтетех пирӗн чӗлхе. Пирӗнсӗр пуçне кама кирлӗ вăл? Хула пирки калама хӗн, ялта вара эпир пурте чăвашла калаçмалла. Çапла çеç сыхласа хăварма май килӗ чăвашлăха, – тăсать шухăшне Елена Васильевна.
Шкулта та, май пур кашни самантра ачасене чăваш чӗлхи илемӗпе асамне туйма вӗрентет хисеплӗ учитель. Урокӗсенче вӗренекенсем тăрăшса тăван чӗлхе пуянлăхне тӗпчеççӗ, унри пулăмсемпе улшăнусене те сăнасах тăраççӗ. Тишкерӳ проекчӗсем çыракансем те пур. Пултаруллă ачасене творчествăлла ӗçсем пама тăрăшать. Урок хыççăн та темӗн чухлӗ мероприяти йӗркелет. Çавăнпа ӗнтӗ вăл вӗрентнӗ ачасем тӗрлӗ шайри олимпиа­дăсенче, конкурссенче çӗнтереççӗ е призерсем пулаççӗ.
Паллах, çăмăл мар çапла пысăк çитӗнӳсем тума. Тата çакна та шута илмелле: Елена Васильевна шкулта учитель çеç мар, завуч та. Ку ӗç вара темиçе хут йывăртарах... Хăш та пӗр чухне кунӗ-кунӗпе компьютер умӗнчен пăрăнаймасть. Мӗн кăна пӗлмелле мар, мӗнле ӗç кăна тумалла мар хальхи завучсен шкулта! Ытларах чухне шкул çитӗнӗвӗ те завуч  мӗнле ӗçленинчен килет.
Акрель шкулне завуч енчен ăннă. Тăххăрмӗш çул çак йывăр лава Елена Васильевна туртать. Унтанпа пирӗн шкул чылай çитӗнӳ турӗ, малтисен шутӗнче те пӗрре мар пулчӗ.
– Учительсем пирӗн питӗ пултаруллă. Ачасене тăрăшса вӗрентеççӗ. Кашнин опычӗ пысăк. Çавăнпа вӗрентӳре тата çӳлерех çӗкленме те пирӗн майсем пур, – ӗмӗтне пытармасть завуч.
Планӗсем, шухăшӗсем нумай-­ха унăн. Мӗнле калас, кун пек пуçлăх хăй те тăрăшать, коллективран та çирӗп ыйтать.
– Тавтапуç Валерий мăшăрăма, хамăн çемьене. Вӗсемсӗр ӗçлеме хӗн кун пек вырăнсенче. Ăнланаççӗ, яланах пулăшаççӗ, – тет Елена Васильевна хăйӗн çемйи, кил-йышӗ пирки сăмах пуçарсан.
Чăннипе те çапла. Макаровсен çемйи пирки ыррине çеç калама пулать. Валерий Романович малтан колхозра хурт-хăмăрçăра, унтан ача садӗнче завхозра ӗçлерӗ. Халӗ вăл шкул котельнăйӗн операторӗ. Кил хуçалăхӗнче те унăн ӗç нумай. Çурхи ăшă кунсем çитсен сад пахчинчен кӗреймест. Пыл хурчӗсем тытать, вӗллисем чылай.
Ачисем вӗсен виççӗ. Асли, Светлана, менеджера вӗренсе аслă пӗлӳ илчӗ, халӗ хăйӗн çемйипе Хусанта пурăнать. Вăтамми Антон та Хусанта, вăл колледж­ра вӗренет. Кӗçӗнни, Кирилл, 3-мӗш класс пӗтерет. Аппăшӗпе пиччӗшӗ аякра халь, çавăнпа ăна та пӗчӗкренех ӗçе хăнăхтарма тăрăшаççӗ ашшӗпе амăшӗ. Хăйсем ӗçпе ӳснӗрен ачисене те вӗсем çаплах çитӗнтересшӗн.
Апрель уйăхӗнче Макаровсен ӗçчен те пултаруллă çемйинче пысăк уяв пулчӗ, Елена Васильевна 50 çулхи юбилейне паллă турӗ. Эпир те – унăн ӗçтешӗсем, шкулта пӗрле вӗреннӗ юлташӗсем, хисеплӗ юбиляра чун-чӗререн ăшшăн саламла­рăмăр. Ӗçтешӗмӗре çирӗп сыв­лăх, иксӗлми телей, малашне те пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр.

Михаил ЗАХАРОВ,
Акрелӗнчи вăтам шкул учителӗ.
Çарăмсан районӗ.

М.Захаров сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев