Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсенче ачасен апатлантарӑвӗ пирки калаҫасшӑн

Ачасен прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй хуравлӗ ыйтусем ҫине

 

Шкулсенче ачасене ҫитерессипе ҫыхӑннӑ проблемӑллӑ ыйтусене татса парас тӗллевпе ноябрӗн 27-мӗшӗнче 13.00 сехетрен пуҫласа 16.00 сехете ҫити Тутарстан Республикинчи ачасен прависемпе ӗҫлекен Уполномоченнӑйӑн Аппаратӗнче "хӗрӳ лини" телефонӗ ӗҫлӗ. Унта Тутарстан Республикинчи вӗрентӳ организацийӗсенче вӗри апат ҫитерни пирки ыйтусемпе сӗнӳсем пулсан шӑнкӑравламалла.
Телефонсем: 8(843) 236-61-49, 236-61-24, 236-61-26.
"Хӗрӳ лини" телефонӗ ӗҫленӗ хушӑра граждансенчен килнӗ ыйтусене Тутарстан Республикинчи ачасен прависемпе ӗҫлекен Уполномоченнӑй ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, Потребительсен прависене тата этем тӑнӑҫлӑхне тимлекен Федераллӑ службӑн Тутарстан Республикинчи Управленийӗпе, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле хуравлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев