Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсенче грипп сарăлас хăрушлăх пысăк мар

Этемлӗх коронавируспа кӗрешес ӗç уйрăм илнӗ Тутсратна пăхсан, çакнашкал кăтартусемпе палăрать.

Кунсерен чирлекенсен шучӗ чакса пырать, çапах тухтăрсене савăнтарсах каймасть-ха.

Аслисен 72 процентне коронавирусран прививка тунă, ачасене тума тытăнман-ха. Вӗсен 60 процентне гриппран привика туса ӗлкӗрнӗ. Çавăнпа та шкулсенче грипп эпидемийӗ сиксе тухас хăрушлăх пысăках мар. Анчах ачасем коронавируспа та чирлеççӗ. Сывлăхӗ япăххисем, патологиллисем хушшинче вăйлă чирлекенсем те пур. Телее, хальлӗхе ачасен хушшинче коронавирусран вилекенем çук-ха.

Пандемипе çыхăннă çӗнӗ йӗрке тăрăх, декабрӗн 7-мӗшӗнчен пуçласа коронавирусран иккӗмӗш привика тутарман çынсене пуçлăхсем ӗçе кӗртмелле мар. Хăйӗн приказӗпе директор çакнашкал çынна ӗçрен сирет. Кун пирки судсем пулса иртнӗ ӗнтӗ, вӗсем пурте ӗçлекен майлă мар.

Ноябрӗн 22-мӗшӗнчен республикăри обществолла транспортра пассажирсен QR-кочӗсем пуррине тӗрӗслекен ятарлă бригадасем ӗçлеççӗ. Малтанхи эрнесенче вӗсем 83-ӗн пулнă, кунне 1600 нарушитель таран тытнă. Хальхи вăхăтра 40 ушкăн транспорта тӗрӗслесе çӳрет, вӗсем кунне 350-370 çынна тытса чараççӗ. QR-кодсăр пассажирсене сахал мар штрафланă.
Çӗнӗ çул уявӗнче Хуласенчи кафе-ресторансем ӗçлессипе ӗçлемесси пирки Роспотребнадзорта йышăну туман-ха. Çав вăхăтра Елабугăри 3 кафен, Пăва районӗнчи пӗр предприятин ӗçне антиковид режимне пăхăнманшăн вăхăтлăха чарса лартнă. Хусанта скандал çӗкленӗ «Мадам Павлова» кондитерски хальхи вăхăтра туянакансене шала кӗртмест, çынсене алăкран кӗртмесӗр суту-илӳ тăвать. Унăн хуçисем суда хатӗрленеççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев