Сувар

Шӑматкун, августӑн 7-мӗшӗнче Хусанта авиашоу иртет

Раҫҫейӗн сывлӑш флочӗн кунне халалланӑ "Эпӗ тӳпене суйлатӑп" уявра "Стрижсем" маҫтӑрлӑхне кӑтартӗҫ

 Раҫҫей Сывлӑш ҫар вӑйӗсен И.Н.Кожедуб ячӗллӗ авиаци техникине кӑтартакан 237-мӗш центрӑн пилочӗсем нумай тӗллевӗ МиГ-29 истребительсемпе вӗҫеҫҫӗ.

Шӑматкун "Казан" ҫемье центрӗн площадки тӑрринче 20 яхӑн самолётпа вертолёт вӗҫсе иртӗ. Уяв вӑхӑтӗнче ачасен модель кружокӗсем ӗҫлӗҫ, парашютистсем сикӗҫ, мастер-классем иртӗҫ.
Авиаци промышленноҫӗн палӑрнӑ ӗҫченӗсене ведомствосен наградисем кӗтеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Казанка акваторийӗнче Раҫҫейӗн шыв мотор спорчӗн Кубокӗ иртет. Унта  аквабайк — фристайл фри, аквабайк HF — полет над водой и доска с водометом GP1 дисциплинӑсемпе ӑмӑртӗҫ.
Авиашоу Роспотребнадзорӑн мӗн пур рекомендацийӗсене пӑхӑнса иртӗ. Вӑл 15:00 сехетре пуҫланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: