Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шӑматкун каҫхине кӗмӗл уйӑх тухсан...

Пӗр чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗ хӑйӗн машинипе йӗрке хуралҫисен нервисене тӗрӗслеме шут тытнӑ пулмалла. Лайӑх шухӑш. Анчах та вӑл хӗрӗнкӗ пулнӑ тата машини те номерсӗр. Кам пулнӑ-ха вӑл?zarulemws автопортал сӑнӳкерчӗкӗсем.

Шупашкарти ГИБДД ӗҫченӗсем пӗр каналӑн ертсе пыраканне Даниил ятлӑ юрӑҫа тытса чарни ҫинчен пӗлтерет zarulemws автопортал.

Юханшыв портӗнчен тухнӑ чухне номерсӗр "Аудире" руль умӗнче ларса пынӑ юрӑҫ, тамада, телеертӳҫӗ хирӗҫ ҫул ҫинче ГИБДД патрулӗ ларнине асӑрханӑ та, правилосене пӑсса "встречкӑпа" кайса экипаж патне пырса чарӑннӑ. Кун пек харсӑрлӑха инспекторсем те кӗтмен пулмалла, вырӑнтан сасартӑк тапранса кайнӑ иномаркӑна вӗсем тӳрех йӗрлеме хускалайман.

Мега Молл еннелле каякан урамра "Аудине" ҫул хӗррине хӗстереҫҫӗ. Ҫакна куракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, тытса чарнӑ вӑхӑтра водитель "паллӑ ҫӑлтӑр" пулни ҫинчен мӑкӑртатнӑ тет.
Ҫӑлтӑрлӑх пирки. Тавлашуллӑ хаклав шухӑшӗ, ҫапах та, Данилӑн эстрадӑри, телевиденири хӑтланӑвӗсем ытларах хӗрарӑмсене килӗшеҫҫӗ пулмалла. Каччӑ тӑхӑнакан йӑлтӑркка япшар тумсем, хусканӑвӗсем тата ытти атрибутика гламуртан инҫерех тӑракан чӑваш арҫыннин ӑс-хакӑлӗнче тӳпе тӗсӗпе ассоциациленеҫҫӗ.
ГИБДД ӗҫченӗсене пирӗн хушӑра лайӑх сӑмахпа асӑнакан сахал пулсан та, батальонсенче ҫар хӗсмечӗ витӗр тухнӑ, кирлӗ пулсан пӑшал тытса мирлӗ ҫынсене хӳтӗлеме хатӗр тӗрӗс арҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем хӗрарӑмсене кӑмӑллаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та гаишниксем ведущие палласа илсе честь парса ирттерсе ярасса кӑлӑхах кӗтнӗ пулмалла пылак калаҫакан хӗрӗнкӗ  "звезда эстрады". Халӗ унӑн номерсӗр ҫӳренӗшӗн тата ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн явап тытма тивет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев