Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шӑнкӑравлакансемпе операторсем те калаҫӗҫ, робот та

8 800 222 59 00 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа тутарстансем коронавирус инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ актуаллӑ ыйтусем парса хурав илме пултараҫҫӗ, ҫав шутра эмелсемпе тивӗҫтересси пирки те

 

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов хушӑвӗпе ТР Цифра тата Сывлӑх сыхлав министерствисем Covid-19-па консультаци паракан хӗрӳ линие ҫӗнетсе вӑйлатнӑ.
Март уйӑхӗнче хута янӑ нумай каналлӑ пӗрлехи хӗрӳ лини паянтан ҫӗнӗ форматпа ӗҫлеме пуҫланӑ.
8 800 222 59 00 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа тутарстансем коронавирус инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ актуаллӑ ыйтусем парса хурав илме пултараҫҫӗ, ҫав шутра эмелсемпе тивӗҫтересси пирки те.
Контакт-центр талӑкӗпех ӗҫлет. Консультацине икӗ чӗлхепе, вырӑсла тата тутарла илме пулать.
Унсӑр пуҫне республикӑра пурӑнакансене сасӑ пулӑшуҫи Лилия та консультаци парӗ. Телефон робочӗ коронавирус ҫинчен панӑ ыйтусене хуравлаять, Covid-19 чирӗн сипмтомӗсем, республикӑра кӗртнӗ чарусем пирки каласа параять.
"Самоизоляци режимӗ пынӑ вӑхӑта эпир цифра пропускӗсем паракан сервиса хута янӑччӗ. Вӑл хӑйӗн эффективлӑхне кӑтартрӗ. Контакт-центр  ӗҫленӗ хушӑра операторсем 200 пин ытла шӑнкӑрав йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри сывлӑх сыхлав системи питӗ пысӑк нагрузкӑпа ӗҫлет. Ҫавӑнпа та коронавирус пирки тӗплӗ консультаци илни ҫынсене питӗ кирлӗ. Ҫакна валли эпир операторсен штатне ӳстертӗмӗр", – тесе палӑртнӑ ТР Цифра министерствин ертӳçи Айрат Хайруллин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев