Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шӑпӑрлансем Президент парнине илӗҫ

Савӑнтаракан хыпар. Ирӗксӗрех Хӗл Мучине ӗненес килет

Владимир Путин паян онлайн-пресс-конференци ирттерчӗ. 

"Кӑҫал ачасем валли Ҫӗнӗ ҫул утренникӗсемпе чӑрӑш уявӗсем пулмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Правительство вӗсене уяв ячӗпе пӗчӗк парне тӑвас терӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлне 7 ҫул тултарман ачасем пур ҫемьесем кашни ача пуҫне 5-шер пин тенкӗ илӗҫ",– тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ.

Тӳлев пирки йышӑну тӑвиччен Владимир Путин РФ Правительствипе тата Раҫҫей Президенчӗн Администрацийӗпе канашланӑ. 

"Ҫӗнӗ ҫул уявӗ пуласлӑхри шанчӑксемпе, ӗмӗтсемпе ҫыхӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах йывӑрлӑхсемпе те", – тенӗ Президент.

2020 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Рустам Минниханов йышӑнӑвӗпе Тутарстанри ачаллӑ ҫемьесем валли хушма тӳлевсем уйӑраҫҫӗ. Сак тӗллевсем валли бюджетран 77 млрд тенкӗ картнӑ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев