Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шӑрӑхран сулхӑнра сыхланӑр

Вӑйран кайрӑр-тӑк, пуҫ ҫаврӑннине сисрӗр пулсан, тӳрех уҫӑ сывлӑш, ҫулхӑн пур ҫӗре кӗмелле те ӳт температурине виҫмелле

 

Тутарстан территорийӗнче паян та ӗнерхи пекех шӑрӑх ҫанталӑк пулать. +34, +37 градус.
РФ Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Тутарстанри Управленийӗ ҫынсене килте ҫулхӑн тума сӗнет. Пӳрт чӳречисем хӗвел енне тухсан, вӗсене хупмалла. Каҫпа, урамра сулхӑнлансан, уҫса ҫурта уҫӑлтармалла.
Килте вентилятор пулсан, сывалма ҫӑмӑлтарах, анчах сывлӑш температури пӳлӗмре 35 градуса ҫитрӗ-тӗк, вӑл пулӑшаймӗ.
Шӑрӑхра хӗвел ҫине тухмалла мар. Ҫывӑрма пӳртри чи ҫулхӑн пӳлӗме суйласа илмелле. Кунне 2-3 сехет кондиционерсемпе сулхӑнлатакан пӳлӗмсенче пулни те усӑллӑ.
Йывӑр ӗҫ ӗҫлеме юрамасть.
Ӳте хӗрсе кайма памалла мар, ҫителӗклӗ чухлӗ шыв ӗҫмелле. Эрех тавраш ӗҫме юрамасть. Ҫулхӑн душра ҫӑвӑнни усӑллӑ. Сивӗ шывпа йӗпетнӗ алшӑллисенчен компрессем туни те пулӑшать.
Урама ҫӑмӑл, "сывалакан" тумтир, сарлака шӗлепке е бейсболка, хӗвелтен хӳтӗлекен куҫлӑх тӑхӑнса тухмалла.
Вӑйран кайрӑр-тӑк, пуҫ ҫаврӑннине сисрӗр пулсан, тӳрех уҫӑ сывлӑш, ҫулхӑн пур ҫӗре кӗмелле те ӳт температурине виҫмелле.
Енчен те ӳт типсе, вӗриленсе кайнине туятӑр-тӑк, пуҫ аташтарать, ҫан-ҫурӑм чӗтӗрет, тӑн ҫухалас пек пулсан, тӳрех васкавлӑ пулӑшу чӗнтерӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев