Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар аэропорчӗ космонавт ячӗллӗ пулӗ

«Великие имена России» проекта хутшăнакансем Шупашкар аэропортне А.Николев ятне памашкăн 36650 сасă панă. Тутарстанпа Пушкăртстанра вара литература ӗçченӗсем мала тухнă. Хусан аэропорчӗ Габдулла Тукай ячӗллӗ пулӗ, Ӗпхӗвӗн – Мустай Карим.

Шупашкар аэропорчӗ Андриян Николаев летчик-космонавт ячӗпе хисепленсе тăрӗ. «Великие имена России» проекта хутшăнакансем уншăн 36650 сасă панă. Кунтан тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр, Николаев ячӗ авиаципе çыхăннă, космоса çӗкленнӗ чăваш ӗмӗрлӗхех пирӗн халăх мăнаçлăхӗ пулса юлӗ.

Чулхуласем те Стригинори сывлăш гаваньне хăйсен ентешӗн летчик-испытателӗн Валерий Чкаловăн ятне панă. Сăмах май, Совет Союзӗн Паттăрӗ 1937 çӗршывăн Верховнăй Канашӗн депутачӗ пулма Чăваш Республикинчен суйланнă.

Тутарстанпа Пушкăртстанра вара литература ӗçченӗсем мала тухнă. Хусан аэропорчӗ  Габдулла Тукай ячӗллӗ пулӗ, Ӗпхӗвӗн – Мустай Карим.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Великие имена Росси