Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Чемен картинче Хравути пуххи иртнӗ

Унта Хусантан Евгений Турхан, Александр Семенов, Оксана Енисеева таврапӗлӳçӗсем хутшăннă. Вӗсене «Чăваш керем» этнокомплексăн хуçи, чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн председателӗ Сергей Сорокин чӗннӗ.

Асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗсем авалхи ҫав пухха паян та йӗркелеҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче, пирӗн аттесемпе аннесем ҫамрӑк чухне, унта тавралли ялсенчи ҫамрӑксем кам лашапа, кам ҫуран пуҫтарӑннӑ. Ҫавна сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ ватӑсем ӗнерхи пек паян та ӑшӑ кӑмӑлпа аса илеҫҫӗ. Хӗрсемпе каччӑсем унта чунтан савӑннӑ.

Археологипе кăсăкланакан шкул ачисем те пыраççӗ çак уявпа паллашма, тӗрлӗ çулти çынсем те. Шел пулин те коронавирус пандемийӗ хыççăн Хравути пуххи малтанхи пекех анлă иртмест.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев