Шупашкарпа Хусан чӑвашсемпе тутарсене пӗр йывӑҫ турачӗсем тума васкаҫҫӗ
Чӑваш Енпе Тутарстана октябрӗн 7-8-мӗшӗсенче икӗ республикӑра иртекен пӗтӗм Раҫҫейри "Татары и чуваши — ветви одного древа" наукӑпа практика конференцийӗ ҫыхӑнтарать
Октябрӗн 7-мӗшӗнче вӑл Чӑваш патшалӑх гуманмтари наукисен тӗпчев институтӗнче иртнӗ, октябрӗн 8-мӗшӗнче ученӑйсем Хусанти Ш.Марджани ячӗллӗ истори институтенче тӗлпулӗҫ.
Икӗ республикӑн наука шкулӗсем чӑвашсемпе тутарсен пуян историйӗпе культура еткерлӗхне тӗпчекен гуманитарисен ӗҫне халӑхсен тӑванлӑхне ҫирӗплетекен пӗр юхӑма ҫыхӑнтарасшӑн.
Кӳршӗллӗ халӑхсен ҫыхӑнусӑр пулмасть. Ученӑйсем, чӗлхесене, литературӑсене, историсене, культурӑсене танлаштарса вӗсенче пӗрпеклӗхсем шыраҫҫӗ.
"Тутарсемпе чӑвашсем пӗр йывӑҫ тураттисем" конференцире 60 тан ытла тӗпчевҫӗ хутшӑнать, ҫав шутра Казахстанран, Венгрирен, Мускавран, Ӗпхӳрен, Самартан, Якутскран, Стерлитамакран тата ытти хуласенчен.
Форум пӗтӗмлетӗвӗсемпе статьясен пуххине кӑларма палартнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев