Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарпа Хусанта лару-тӑру расна

Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Шупашкара 314 теплоход ҫитнӗ

 Теплоходсемпе Атӑл тӑрӑх 42 пин ҫын пирӗн хулана курма килнӗ. Анчах ку хисеп тата нумайланмалла. Ҫитес вӑхӑтра юханшыв порчӗ тепӗр 120 теплохода йышӑнмалла. Вӗсемпе Шупашкара тепӗр 57 пин турист ҫитмелле.

Сӑмах май, Куславккари пристань те Атӑл тӑрӑх килекен теплоходсене йышӑнать. Унта та туристсем самай килеҫҫӗ.
2019 ҫулта Хусана 3,5 млн турист килнӗ, 2020 ҫулта 1,7 млн. Анчах та Хусанти юханшыв порчӗ ТР Туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫине тивӗҫтермест. Вӑл порт территорийӗнче ҫӳпӗ-ҫапӑ пухӑннипе кӑмӑлсӑр юлнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна пуҫтармалли контейнерсем сахал пулнипе те. Сергей Иванов суту-илӳ вырӑнӗсем юраман вырӑнсенче вырнаҫнине те, контейнерлӑ туалетсенче тирпей ҫуккине те палӑртнӑ.
"Хусанти юханшыв порчӗ мӗнлерех ӗҫленипе хулара пурӑнакансемпе Тутарстана килекен туристсем те час-часах кӑмӑлсӑр", – тенӗ Иванов. Вӑл аса илтернӗ тӑрӑх, Туризм комитечӗ пӗрре мар лару-тӑрӑва улӑштарма, уйрӑммӑн илсен, территорие тирпейлеме ыйтнӑ.
"Эпир мӗн пур ҫитменлӗхе сирес вӑхӑта,  ыйтусене татса парассишӗн яваплисене палӑртрӑмӑр", – тесе асӑрхаттарнӑ Иванов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев