Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШУПАШКАРТА ЧĂВАШ ПУЛНИ ЧЫСЛĂ МАРЧЧӖ

33 çул тăван чӗлхепе калаçмасăр пурăннă хыççăн ăна çӗнӗрен  вӗрентӗмех

«... 70 çул хушшинче хăйӗн тăван чӗлхине вӗренеймен Тимӗр Акташ», – тесе çырнине вулама тӳр килчӗ мана хам пирки пӗр сайтра. Çакă тӗрӗс мар! Ку суя. Эпӗ тăван чӗлхене пӗлекен çын!
Эпӗ 1950 çулта Чистай районӗнчи Ишельел ялӗнче Эрнепи (Эра) Долгова (Акташева) вӗрентекенӗн çемйинче çуралнă. Паллах, манăн тăван чӗлхе – аннен чăваш чӗлхи!
1952 çулта пирӗн çемье Аксу районӗнчи Хӗрлӗ Шура – аннен тăван ялне – куçса кайнă. Унта манăн кукамай Пинерпи Акташева пурăнатчӗ. Асанне Елизавета Иванова (Долгова) та çак ялтан качча кайнă. Аннепе атте кӳршӗ Саврăш ялӗнчи шкулта ӗçленӗ. Астăватăп: хӗллехи каçсенче  анне вӗренекенсен тетрачӗсене тӗрӗслетчӗ. Мана чăвашла тăватă  саспалли пур тесе кăтартать. Ун чух эпӗ вырăсла пачах пӗлмен-ха. Пирӗн тăрăхра вырăссем сахал пурăннă.

 

Чăваш пулни япăх-им?

1957 çулта пирӗн çемье Шупашкара куçса кайрӗ. Эпир Грязевская стрелка, Белинский урамӗнчи 17-мӗш çуртра пӗчӗк кӗтес тара тытса  пурăнма пуçларăмăр. Урамăн икӗ енче тарăн çырмасемччӗ. Ӗçмелли шыва хӗрарăмсем шăпах çавăнтан витресемпе йăтатчӗç. Кӗпе-йӗм те çак çырмасен хӗрринче валашкара çунă.
Ку урамра йывăç пӳртсемччӗ. Ӗлӗк кунта икӗ вырăс ялӗ пулнă: Будайка тата Кнутиха. Вӗсем Шупашкара кӗнӗ. Паллах, кунта ытларах вырăссем пурăннă. Вӗсем чăвашсене хисеплемен, юратман. Уйрăмах  вырăсла калаçманнисене.
– Эй, ты, чувашин! – тесе кăшкăратчӗç пире урамра вырăс ачисем. Кунта та, кайран шкулта та пире çак вырăс тантăшсем кӳрентерме, хӗнеме пăхатчӗç.
Çапла пире Шупашкар ачисем вырăсла «вӗрентме» пуçларӗç. Эпир шăллăмпа çапла пӗтӗмлетӳ турăмăр: кунта чăвашсене юратмаççӗ, апла-тăк чăвашла калаçни, чăваш пулни – япăх.
Анне те, вырăсла таса калаçайманран, Шупашкарти 6-мӗш шкулта  уроксем хыççăн юлакан ачасен ушкăнӗн воспитателӗнче кăна ӗçлеме пуçларӗ. Çак шкулта та вырăссем чăвашсенчен ытларах вӗреннӗ пулас.
1958 çулта эпӗ çак шкулта вырăс класӗнче вӗренме пуçларăм. Пирӗн вӗрентекен Людмила Алексеевна сăн-пичӗпе чăваш пекехчӗ, анчах  унран нихăçан та пӗр чăваш сăмахӗ те илтмен.
Манăн аннепе аттене пирӗн шкулта çапла хушнă: «Дома с детьми разговаривайте только по-русски. Чтобы у них не было чувашского акцента. Чтобы им потом лучше поступить в ВУЗ».
Манăн аннепе атте çакăнпа килӗшрӗç. Вӗсем пире, тăван ачисене, лайăхрах пултăр тесе шутланă ӗнтӗ.

Çуралса ӳснӗ тăрăхра кăна чун уçăлатчӗ

1950-мӗш çулсенче Шупашкарта чăвашсем вырăссенчен сахалтарах пулнă. Шупашкар Чăваш АССРӗн тӗп хули шутланнă. Анчах ку ячӗшӗн кăна пулнă. Паллах, партире чăвашсем те тăнă. Чăвашрадио та калаçнă, чăваш театрӗ те ӗçленӗ. Астăватăп: пӗрре аннепе тата аттепе эпир Чăваш пединститутӗнче пӗр чăваш театрӗн комедине пăхрăмăр. Спектакль вӗçӗнче пӗр старик-артист ансăртран такам умӗнче çурăмпа çаврăнчӗ те пӗшкӗнсе кутне тăратса кăтартрӗ. Куракансем ахăлтатса кулчӗç. Мана çакă пачах килӗшмерӗ. «Çакăн пек чăваш спектаклӗсене мӗншӗн пăхмалла?» – тесе шухăшларăм.
Ун хыççăн нумай çул чăваш театрне пачах çӳремен. Чăваш телеспектаклӗсене те ăнсăртран курсан унта яланах нумай шавлани хăлхана кӗретчӗ, пӗрмай вăрçнине астăватăп. Пăхас та килместчӗ вара. Çакăн чух чунра «комплекс неполноценности» текенни аталаннă пулас. Шупашкарта чăваш пулса пурăнни чыслă мар тесе шутларăм.
1963 çулта пирӗн çемьене Ленин проспекчӗн вӗçӗнче пилӗк хутлă çуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттер пачӗç. Чапаев ячӗллӗ сквера хирӗç, вокзалсен çумӗнчи микрорайонта, çӗнӗ заводсем инçе мар. Унта рабочисем ытларах пурăнатчӗç. Кӳршӗри тантăшсем каллех ытларах  вырăссем те вырăсланнă чăвашсем пулчӗç. Пурте ытларах вырăсла калаçатчӗç...
Çакăн пек эпӗ 33 çула яхăн чăвашла калаçман. Самани çапла пулчӗ. Ман ӳсӗмри çынсем Шупашкарта вырăсланса кайрӗç. Эпӗ те çурри манкурт пулса кайрăм. Вырăс пулас терӗм...
Чун тӗпӗнче вара тăван чӗлхе сыхланса юлнах. Аттепе анне чăваш радио итленӗ чух ман хăлхана та кӗнӗ ӗнтӗ. Çулла Çимӗке çуралнă тăван ене – Тутарстанри чăвашсем патне хăнана кайса çӳреттӗмӗр. Унта аннепе атте чăвашлах калаçатчӗç. Тăван ялăмсенче чăваш чӗлхи ирӗклӗн янăратчӗ. Унта никам та чăвашла калаçма чарман. Çуралса ӳснӗ тăрăха кайсан чун уçăлатчӗ.

 

Чăвашла вӗрентӗмех

1987 – 1988 çулсенче Чăваш АССРӗнче те наци чӗрӗлӗвӗн тапхăрӗ  пуçланчӗ. Атнер Хусанкай, Виталий Станьял, Михаил Федотов, Николай Лукианов, Виталий Иванов, Анатолий Кибеч, Иосиф Дмитриев (Трер), Борис Чиндыков, Валери Туркай, Георгий Фомиряков тата ытти хастарсем тăрăшнипе пăр вырăнтан тапранчӗ.
1990 çулта Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче чăвашла вӗрентекен тӳлевлӗ курссем уçăлни пирки пӗлтӗм. Çырăнма килтӗм, анчах мана:
– Тепӗр çул килӗр, кăçал кая юлтăр, – терӗç.
Эпӗ пысăк «Чăвашла-вырăсла словарь» туянтăм. «Коммунизм ялавӗ»  хаçатри хыпарсене, статьясене вуласа ăнланма пуçларăм. Ӗçтешсемпе, журналистсемпе, çыравçăсемпе, пасарти, лавккари сутуçăсемпе чăвашла калаçма тăрăшрăм. Паллах, вырăсла акцентпа ӗнтӗ...
1991 çулта чăваш чӗлхи курсӗсенче вӗренме пуçларăм. Радиопа, телевиденипе чăвашла передачăсене ытларах итлерӗм. Валери Туркайăн «Шурă фарфор чашăк» сăввисен пуххине, Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине вуласа тухрăм.
Çапла майпа ятарласа чăвашла вӗренме пуçларăм. Паллах, 33 çула яхăн чăвашла калаçманран мана вӗренме çăмăл пулмарӗ. Арăм та вырăсчӗ. Килте те вырăсла кăна калаçма тивнӗ. Анчах тăрăшни сая каймарӗ: майӗпен калаçма та, çыркалама та вӗрентӗм.
Апла пулсан Тимӗр Акташ тăван чӗлхине вӗренмен тени суя.
Тимӗр АКТАШ.
Шупашкар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев