Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта чӑваш халӑх лидерӗсем пухӑннӑ

Шупашкарта Чӑваш Наци Конгресӗн Мӑн Канашӗн ларӑвӗ пырать

 

Ӑна ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов уҫрӗ. Малтан Канаша хутшӑнакансем 2020-2021 ҫулсенче вилнӗ пайташсене пӗр минут шӑппӑн тӑрса асӑнчӗҫ. 

ЧР культура министрӗ Светлана Каликова хӑй сӑмахӗнче регионсенче пурӑнакан чӑвашсене илемлӗ литература кӗнекисемпе тивӗҫтерме тытӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл Тутарстан Республикинчи 5 библиотекӑна кӗнеке комплекчӗсем парнелерӗ. Ӑна ТР ЧНКА Канашӗн представителӗсем ҫывӑх вӑхӑтра вырӑнсене ҫитерӗҫ.

Чӑваш Республикинче тата тулашри чӑваш хастарӗсене Чӑваш Автономи облаҫӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ медальсемпе, ЧР Культура министерствин Хисеп Грамотисемпе наградӑларӗҫ. 

Хисепе тивӗҫнӗ ҫынсен хушшинче Пӑва районӗнчи Элшел ялӗнчи Тӑхӑрьял музейӗн директорӗ Евгений Афанасьев та пурччӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев