Сувар

Шупашкарта кино фестивалӗ иртӗ

Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ тесе пӗлтерет chuvash.org сайт

Ҫитес ҫул Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль хӑҫан иртессине палӑртнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ тесе пӗлтерет chuvash.org сайт.
Палӑртмалла: кинофестиваль пӗрремӗш хутчен 2008 ҫулта ҫӗртме уйӑхӗнче иртнӗ. Ун чухне ют ҫӗршыври актерсемпе кинорежиссерсене чӗннӗ. Тепӗр ҫулхине республика влаҫӗ кинофестиваль ирттерессине йӑлана кӗртме йышӑннӑ. Ҫакна РФ Культура министерстви те ырланӑ.
Ку таранччен кинофестивале пин-пин ҫын ҫитсе курнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фильмсене унта тӳлевсӗрех кӑтартаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: