Сувар

Шупашкарта конгрессменсен пухӑвӗ пулмасть

Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн пухӑвне мартӑн 20-мӗшне палӑртнӑччӗ

  Шупашкарта ыран, мартăн 20-мӗшӗнче, Чăваш наци конгресӗн Мăн Канашӗн ларăвӗ пулмаллаччӗ. Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула нумай çын пухăнакан мероприятисене ирттерме чарнипе лару пулмасть. ЧНК пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, çӗршывра лару-тăру лайăхлансан Мăн Канаш ларăвне çӗртме уйăхӗнче ирттерме палăртнă. 

Çак сăлтава пулах мартăн 21-мӗшӗнче иртмелли «Кӗмӗл сасă – 2020» фестиваль те пулмасть. Вăл хăçан пулассине унта хутшăнас текенсене маларах пӗлтерме шантараççӗ йӗркелӳçӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: