Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта К.В.Иванов палӑкӗ умӗнче митинг иртнӗ

Чăваш Республикинчи профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Лидия Филиппова, К.Иванов ятне çыравçăсем çÿллĕ шайра тытма тăрăшса пархатарлă ĕçсем тунине каласа пачĕ

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ чăваш литературине юратакансемшĕн пысăк уяв. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 131 çул çитрĕ. К.В.Иванов ячĕ, сумĕ –вилĕмсĕр. Вăл чăваш литературине çуллĕ шая çĕкленĕ поэт. Унăн ячĕ мĕн пур тĕнчери халăх умĕнче чаплă, мухтавлă, ĕмĕрсен ĕмĕрĕнче пурăнакан ят.

Çак шухăша вилĕмсĕр поэтăн Шупашкарти палăкĕ умне пуçтарăннисем те палăртрĕç. 

«Эпир Константин Иванова нихăçан та манмастпăр. Паянхи кун пирĕн республикăри театрсем пурте тенĕ пек унăн хайлавĕсенчен хатĕрленĕ спектакльсене, мюзиклсене ăнăçлă кăтартаççĕ», - терĕ Чăваш Республикин культура, национальноçсене ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерĕ Светлана Каликова.

Чăваш Енри чи ватă та мухтавлă театр - Чăваш Патшалăх академи драма театрĕ мухтавлă поэт ячĕпе хисепленсе тăни те сумлă. Çак театрăн артисчĕсем «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльте шăрантаракан юрра митингра юрласа паячĕç.

Ку спектакльте тĕп роле вылякан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов хăйне гениллĕ поэта сцена çинче выляма шанса панăшăн чунтан савăннине, ку роле яваплăха чĕререн туйса вылянине каларĕ. 

Чăваш Республикинчи профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Лидия Филиппова, К.Иванов ятне çыравçăсем çÿллĕ шайра тытма тăрăшса пархатарлă ĕçсем тунине каласа пачĕ.

Митинга вĕçленĕ май пурте пĕрле палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Зоя Яковлева.

(сăнÿкерчĕксем авторăн)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев