Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта "Мишки мимимишки" мультфильма чӑвашла куҫараҫҫӗ

"Юмах/Мультфильмы на чувашском языке" YouTube-каналӗнче "Мишки мимимишки" ("Ик-ик упа тус") мультфильмӑн 7 серине чӑвашла куҫарнӑ ӗнтӗ

Вӗсен хушшинче 95-мӗш "Кеша, пулӑшсам", 96-мӗш "Шыв айӗнчи одиссея", 97-мӗш "Ӗмӗтлевҫӗсем", 98-мӗш "Вӑйӑра", 99-мӗш "Ҫыхӑну", 100-мӗш "Музей", 101-мӗш "Валя таланчӗ" серисем. Мультик ачасене те, аслисене те курма кӑсӑклӑ.

Куҫарас тата сасӑлас енӗпе тӑрӑшакансем:
Продюссерсем - Алексеев Александр, Васильева Альбина;
Тӗп редактор тата куҫаракан - Владимир Андреев;
Сӑнарсене сасӑлакансем - Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем:
Кеша - Пётр Петров;
Лисичка - Ольга Тарасова;
Тучка - Юрий Теренин;
Сасӑ ҫыракан студи Solostudio21, Шупашкар хули.

Халӗ канал ҫине 366 ҫын ҫырӑннӑ, эсир те унта мультфильмсене https://youtube.com/channel/UCsIo8F2PLhZncrFTT8oiCRw ссылкӑпа кӗрсе пӑхма пултаратӑр.

Канал авторӗсем малашне "Мишки мимимишин" серийӗсене кӑна мар ытти мультфильмсене те вырӑсларан чӑвашла куҫарасшӑн. Вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев