Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта пӗтӗм чăваш акцийӗ иртӗ

 Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10.00 сехетре тата 19:00 сехӳетре кăмăл тăвакансене Чăваш наци библиотеки «Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцие хутшӑнма йыхравлать. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланă. Акци Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхисене упракан тата тӗпчекен фонд пулӑшнипе иртет.

Ҫак кун библиотекӑра тӗрлӗ лапам ӗҫлӗ. «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫулта» ятлӑ пысӑк кӗнеке куравӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ интерактивлӑ лапамра сире чӑваш чӗлхи урокӗсем, документлӑ фильм, лекци, экскурси-викторинӑсем кӗтеҫҫӗ.
«Фолк-тӗпелте» чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗпе, ташши-вӑййипе, сӑмахлӑхӗпе, музыка инструменчӗсемпе паллашма май пулӗ.
«Чӑваш ыйтӑвӗ» дискуссиллӗ шоура вара чӑваш чӗлхине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускат
ӗç.

Каласа хăвармалла, 150 çул каялла та эпир çырмасăр пурăнман. Чӑвашсем, ытти культурӑллӑ халӑхсем пекех, ӗлӗк-авал хӑйне евӗрлӗ графикӑпа – арамей тата перс-арамей ҫырӑвӗнчен тухнӑ авалхи тӗрӗксен рунӑ ҫырулӑхӗпе – усӑ курнӑ. Атӑлпа Кама тата Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗсене руна ҫырулӑхне сӑвар-пӑлхар халӑхӗсем илсе ҫитернӗ. Вăл вăхăтра руна паллисем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ, вӗсем савӑт-сапа, ӗç-хатӗрӗсем, чулсем ҫинче ҫырӑнса юлнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара руна ҫырулӑхӗн тӗслӗхӗсем авалхи вил тӑпри палӑкӗсем ҫинче тата чӑваш тӗррисенче упранса юлнӑ. И.Я.Яковлев çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркеличчен пирӗн халăх арабсен куф çырăвӗпе усă курнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев