Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта Пӗтӗм чăвашсен «Асам» кинофестивалӗ уçăлнă

Декабрӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта «Чăвашкино» курав залӗнче «Асам» кинофестивале пиллӗкмӗш хут уçрӗç. Мероприятие ирттерессине Чăваш Республикин кинематографисчӗсен союзӗ, «Чăвашкино» патшалăх учрежденийӗ, Чăваш наци конгресӗ хăйсем çине илнӗ.

Паллă пулăма хутшăнсе чăвашла кино ӳкерекенсене Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев саламланă. Вăл чăваш фильмӗсене Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейри ытти регионсенче те кăтартма майсем туса памалли çинчен каланă, фестивале хăйсен ӗçӗсене тăратнă кинематографистсене ăнăçу суннă.

Кăçал кинофестивале 35 документлă тата илемлӗ фильм тăратнă, вӗсен хушшинче историллисем те пур. Фестивалӗн сумлă жюри пайташӗсен хушшинче «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та пур.

Ытти çулхисемпе танлаштарсан, кăçал «Асам» кинофестиваль онлайн меслетпе иртет.  

Сăнӳкерчӗкре «Авалхи Атăл вăрттăнлăхӗ» фильм (режиссерӗ Юрий Юман) саманчӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев