Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта Раççейӗн тӗрленӗ карттине кăтартнă

Раççейӗн мӗн пур регионне пӗрлештерекен проект тӗрӗ ăсталăхӗ витӗр çӗршывăн халăхӗсен тарăн çыхăнăвне тата тӗлӗнмелле йăлисене кăтартать. Картăн çӳллӗшӗ 3 метр, сарлакăшӗ 6,7 метр. Федераци субъекчӗсен тӗррисем вӗсен географилле чиккисемпе тӳр килеççӗ. Тӗрленӗ карттăн йывăрăшӗ 50 килограмм.

Тӗрлес акцине ЧР Культура министерстви кăçал кăрлач уйăхӗнче пуçарнă. Кашни субъекта лекалăсемпе ятарлă пир ярса панă. Пӗтӗм Раççейри картăн фрагменчӗсене туса хатӗрленӗ май, панă пир татăкӗ çинче регионсем хăйсен тăрăхӗсенчи халăхсен тӗррисене тӗрленӗ. Çуркунне тӗрленӗ фрагментсем каялла таврăннă, «Паха тӗрӗ» фабрикăн маçтăрӗсем вӗсене пӗр çӗре пӗрлештернӗ.  

«Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗнче ку питӗ вырăнлă ӗç. Патшалăхăн Президенчӗ çӗршыва инфраструктура проекчӗсемпе сыпăнтармалла тет. Эпир сирӗнпе çӗршыва хамăр йăласен курăнман çипписемпе тӗрлесе нумай нациллӗ пысăк çӗршывăн пӗрлӗхне пуласлăх валли тата вăйлăрах çирӗплетрӗмӗр», – тенӗ Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев «Раççейӗн тăрленӗ картти» проекта презентациленӗ чухне. Церемоние Раççей халăх артистки Надежда Бабкина хутшăннă.

Çак карттăна Раççейӗн кашни регионӗнчи куравсенче кăтартма палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев