Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкартан Хусана килме Марий Эл урлă авантарах пуль

Хальхи вăхăтра пӗтӗм çӗрте çул юсаççӗ. Машина нумай çӳрени те ремонт тӗлӗнче автомобильсен капланăвне йӗркелет. Çапла, юлашки кунсенче Хусантан Шупашкара кайса килесси çăмăл мар ӗçе çаврăнчӗ.

Хусантан Шупашкара М-7 çулпа та кайма пулать, «пăкăсем» пулмӗç. Анчах та Мускав çулӗпе каялла таврăнма ан шутлăр. Чăваш Республикин чиккинчен каçсанах Ходяшево тӗлӗнче эсир вăрăм капланăвăн вӗçне килсе «тăрăнатăр». Вăл сахалтан та 7 километра тăсăлать. Унта сирӗн сахалтан та 1 сехет тăмалла (тӗрӗсрех каласан, майӗпен «шăвăнмалла») пулать. Мӗншӗн тесен строительсем Сулица юхан шывӗ урлă выртакан кӗпере юсаççӗ. Унран иртсен «пăкă» пӗтет, анчах та ку шăрăхра машинăсен капланăвӗнче ларма кăмăллах мар.

Марий Эл урлă выртакан çулпа каяс пулсан, эсир Волжск хули патӗнчи çавра çула кӗрейместӗр, Сирӗн Хусана çитес пулсан, кӳршӗ республикăн райцентрӗ урлă тухса Ешӗлвар витӗр иртмелле пулать. Çапах кунта «пăкăсем» пулмасан та, хуласем витӗр туха-туха вăхăт самай иртет. Апла пулин те, шăрăхра хирти çул çинче хӗртӗнсе тăни мар ӗнтӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев