Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарти юрӑ конкурсӗнче тулашри регионсен конкурсанчӗсем ҫӗнтернӗ

Конкурс финалне тӳресем 13 юрра ҫеҫ суйласа илнӗ. Урӑх заявкӑсем пулман е юрлакансенчен суйласа илмелӗх шай ҫук? Кун пекки ҫӗршыв шайӗнчи пирӗн юррӑн конкурсӗнче халиччен пулманччӗ-ха.

 Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче чӑваш юррин Раҫҫей шайӗнчи "Кӗмӗл сасӑ-2020" фестиваль-конкурсӗ иртнӗ, тесе пӗлтерет "Хыпар" хаҫат.

Хутшӑнакансем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӗмпӗртен, Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗнчен, Тюмень тӑрӑхӗнчен килнӗ. Анчах конкурс финалне тӳресем 13 юрра ҫеҫ суйласа илнӗ. Урӑх заявкӑсем пулман е юрлакансенчен суйласа илмелӗх шай ҫук? Кун пекки ҫӗршыв шайӗнчи пирӗн юррӑн конкурсӗнче халиччен пулманччӗ-ха. Мӗн пулнӑ чи чаплӑ, кӗрлесе тӑракан чӑваш шоуне? Иртнӗ ҫулсенчех ҫак конкурсӑн гала-концертне чи нумаййи ҫӗр ҫын пухӑнатчӗ. Коронавирус кӑна айӑплӑ мар-тӑр кунта
1-мӗш вырӑнта - Ульяновск облаҫӗнчи Нагаткинран килнӗ Кристина Никитина.
2-мӗш вырӑнта - Санкт-Петербург тӑрӑхӗнчи Роман Арсентьев.
3-мӗш вырӑна - Элӗк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова пайланӑ.
Валерия Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упирен, Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗрремӗш курсра вӗренет.
"Кӗмӗл сасӑн" Гран-прине Пушкӑртстанри чӑваш пики Анастасия Иванова тивӗҫнӗ. Ӑна ЧНК президенчӗ Николай Угаслов тухья парнеленӗ, конгресӑн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов 15 пин укҫа парса хавхалантарнӑ.

ЧНК пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев