Шур ромашка шур ҫунатлӑ
Паян MOÑ театр площадки тата «Чӗрӗ хула» Хусанти Хура кӳлӗре Шурӑ чечек кунӗ ирттереҫҫӗ
Шурӑ чечек - туберкулезпа кӗрешекенсен символӗ, ӑна ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывсенче усӑ курнӑ, ҫав шутра Раҫҫейре те. Шурӑ чечек е шурӑ ромашка кунӗнче туберкулезпа чирленӗ ҫынсене ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ кӳлмелли кун.
Чирлисем валли укҫа пуҫтарас тесе волонтерсем целлулоидпа хутран тунӑ чечексем сутнӑ. Пирӗн патра ҫак ӗҫе Пӗтӗм Раҫҫейри туберкулезпа кӗрешекен лига пуҫланӑ. Ун уйрӑмӗ Хусанта 1910 ҫулта уҫӑлнӑ. Чирлисене пулӑшнисӗр пуҫне профилактика тӗлӗшӗнчен граждансене те ҫутта кӑларнӑ. Ҫӗр вунпӗр ҫул иртсен MOÑ команди Хура кӳлӗре уяв ирттерме шутланӑ. Врачсен мастер-класӗсемпе наука эксперчӗсем, исталляцисем юрӑ-кӗвӗ медицина уявне илемлетӗҫ.
Хула ҫыннисем Тимофей Зверко 400 шурӑ хут чечекрен хатӗрленӗ интерактивлӑ инсталляцине курма пултарӗҫ кӑна мар, ӑна тунӑ ҫӗре те хутшӑнӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев