Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШУРĂ МЕТАЛЛ ВĂКĂР ÇУЛӖ

Хӗвел тухăç гороскопӗпе

2021 çул – Шурă Металл Вăкăр çулӗ. Пархатарлă та хыпаланма юратманскер, хăйӗн вăйне çирӗп шанакан, ӗçчен те çирӗп характерлăскер вăл Шурă Йӗкехӳрене ылмаштарать. Вăкăртан çирӗп те ăслă йышăнусем кӗтмелле. Вăл хӗвел тухăç календарӗпе февралӗн 12-мӗшӗнче пуçланать. Çапах та çулталăк ăнăçлă ирттӗр тесен Çӗнӗ çула декабрӗн 31-мӗшӗнчех кирлӗ пек кӗтсе илмелле. Уяв тумӗ суйланă, çурта илемлетнӗ чух Вăкăр кăмăллакан шурă, кăвак, симӗс, сăрă, хăмăр, металлик тӗссемпе усă курмалла. Сӗтел çинче пахча çимӗçрен хатӗрленӗ апат, улма-çырла, пулă, техӗмлӗ ешӗл курăксем, сыр пултăр. Паллах, ӗне ашӗнчен хатӗрленӗ çимӗç ан пултăр сӗтел çинче.

Çывхарса килекен Çӗнӗ çул ячӗпе, туссем!

ЙӖКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008, 2020)
Укçа-тенкӗ енчен Вăкăр çулӗ ăнăçлă пулать. Карьерăра та ăнать – тинех тахçантанпа кӗтнӗ наградăна парӗç сире. Анчах та çакă пурнăçа кӗтӗр тесен пурнăçăра тӗпрен улăштарма тивет. Вăкăр çулӗнче хăвăра яланах алăра тытни унчченхи çитӗнӳсене упраса хăварса çӗнӗ çӗнтерӳсем тума никӗс хатӗрлеме пулăшӗ. Çулталăк хуçи – Вăкăр – çӗнӗлӗхе юратнине шута илсен, сирӗн пурнăçра та улшăнусем пулса иртеççех. Хăвăра пӗрмай йӗп çинчи пек тытмалла мар, унсăрăн çулталăк вӗçленнӗ çӗрелле иммунитет хавшаса çитӗ. Йӗкехӳрене ӗçпе финанс тӗлӗшӗнчен кăна мар, харпăр пурнăçра та улшăнусем кӗтеççӗ. Кӗскен каласан, Йӗкехӳрен хăйӗн пурнăçне лайăх енне улăштарма пӗтӗм май пулать. Çăва тухаспа харпăр бизнес йӗркелесе яма ăнăçлă тапхăр пулать, çак шанăçа алран ан вӗçертӗр. Аманас хăрушлăх пур, асăрхануллăрах пулмалла.


ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009)
Ку – сирӗн çул. Уйрăмах аталану çул-йӗрӗсене хăй тӗллӗн шыраса тупакансене ăнать. Ума конкретлă задачăсем лартмалла. Пурлăх никӗсне кăçал çирӗплетни малашне шухăшсăр пурăнма май парӗ. Тупăшлă сӗнӳсем нумай пулӗç. Профессире пысăках мар тӗрӗслевсем урлă иртме тивет, хăвăра лăпкă тытсан, çӗнӗ лару-тăрăва хăвăрт хăнăхсан пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать. Вăкăрăн 2021 çулта наянланмалла мар, çав хушăрах пуринпе те тупăшмалла та мар. Уйрăмах сире 2021 çулта финанс сферинче ăнăçу кӗтет. Анчах нумай ӗçлесе чирлесе ан кайăр, канма, юлташсемпе тӗл пулма та вăхăт тупăр. Тӳрӗ кăмăлпа ӗçлекенсене влаçрисем те асăрхӗç, чыслӗç. Ӗçре çӗнӗ партнерсем тупма, çемье çавăрма ăнăçлă çул. Ăмсанакансем те пулӗç – анчах вӗсем пирки шухăшласа пуçăра ан ыраттарăр, нимӗн те тăваймаççӗ сире. Сиенлӗ апат çиме пăрахайсан, сывлăх енчен нимӗн япăххи те пулмӗ.

ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010)
Тигршăн ку асра юлакан çул, ӗçре, харпăр пурнăçра ăнăçу кӗтет. Кăмăл улшăнсах тăрӗ. Тӗрлӗ вак-тӗвек ăнăçсăрлăхсем пуррипе канăçсăрлăх туйăмӗ пăрахмӗ сире. Анчах та пуç усмалла мар, лартнă тӗллеве пурнăçлама çине тăмалла. Ӗçре эмоцисене çирӗп контрольте тытмалла, кирлӗ-кирлӗ маршăн ӗçтешсемпе тавлашмалла мар, чăтăмлăрах пулмалла. Çулла пуçланнă тӗлелле финанс лару-тăрăвӗ палăрмаллах лайăхланать, пуйма та пултаратăр. Апрель, июнь уйăхӗсем ăнăçлă. Тигрăн ку çул кашни утăма шухăшласа тумалла, ăнăçу сирӗн яваплăхран нумай килет. Йывăрлăхсем сиксе тухсан çывăх юлташăртан пулăшу ыйтма ан вăтанăр, вăл пулăшатех. Хăвăр та сиртен тӗрев кӗтекенсене пулăшăр. Тигрăн ку тапхăрта хăйпе те, çынсемпе те килӗштерме тăрăшмалла. Çулталăк пуçламăшӗнчи ӗçлӗ сӗнӳ пулăшнипе çу пуçланнă тӗлелле ăнăçуллă, пысăк тупăшлă çынна çаврăнатăр. Харпăр пурнăçра та чечекленӳ тапхăрӗ. Сывлăх тӗлӗшпе çакна каламалла: шăнса пăсăласран асăрханмалла, сивӗ вăхăтра ăшăрах тăхăнса çӳремелле.

КРОЛИК (КУШАК) (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011)
Кроликăн Вăкăр çулӗнче хӗрӳлленсе каймалла мар, пӗтӗм ӗçе тӗплӗн шухăшласа тумалла. Ӗçре пуринпе те пӗр чӗлхе тупассинче йывăрлăхсем пулма пултараççӗ. Çак çул валли стратегиллӗ план турăр-тăк, вăл çитӗнӳсем тума пулăшӗ. Чăтăмлă пулни, ӗçе юратни, сăнаса кирлӗ пӗтӗмлетӳсем тума пӗлни конкурентсене çӗнтерме май парӗ. Пӗчченнисен çак çул Турă çырнипе тӗл пулас шанăç пысăк. Кроликăн интуици тени çав тери вăйлă аталаннă, шалти туйăма илтме кăна пӗлмелле. Çăмăл характерлă пулсан та, сирӗн чăн-чăн çывăх юлташсем сахал. Çавăнпа та хăвăр çине кăна шанмалла. Сывлăх енчен Кроликăн йăлтах йӗркеллӗ, çăмăллăн иртекен чирсем пулкаласан та вăрахлăха аптратмӗç.

АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012)
Тахçанхи чи-чи пысăк ӗмӗтсене пурнăçлама пӗтӗм майсем туса парать сире Вăкăр çулӗ. Анчах пӗр самантлăха та тимлӗхе çухатмалла мар – пуçланă ӗçе çурма çулта пăрахма кирлӗ мар, ăна вӗçне çитермеллех. Унсăрăн çулталăк хуçи çиччас «вӗрентсе илӗ». Асра юлмалли нумай пулать. Хӗвел тухăç гороскопӗ укçа-тенкӗ енчен йывăрлăхсем пулмаççӗ тесе шантарать пулин те, ăна тӗлсӗр тустарса пӗтермелле мар. Вăкăр икӗпитлӗ çынсене юратмасть, апла-тăк тăрăшса ӗçлесен, суймасан кăна ӗçсем ăнса пырӗç. Урăх ӗç тупма ăнăçлă çул, ӗç укçине ӳстерме ыйтма та вăтанмалла мар. Ку çул ӗмӗр тăршшӗпех кӗтнӗ тӗлпулу пулма пултарать. Сире телейлӗ тума пултаракан çынна аякра та шырамалла мар, хăвăр таврашри çынсенех тимлӗрех сăнăр. Сиенлӗ йăласенчен хăтăлма вăхăт çитнӗ. 2020 çул сирӗн сывлăхăра самай хавшатнă, нервсене тустарнă, çавăнпа та санаторире канса вăй илни чăрмантармӗ.


ÇӖЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001, 2013)
Вăкăр çулӗнче тунă йышăну малашнехи темиçе çулшăн та пӗлтерӗшлӗ. Пулас çитӗнӳсен никӗсне шăпах çак çул хывмалла. Обществăлла пурнăçра Çӗлен пурне те хăй çине пăхтарӗ, унра çапла тума илӗртӳлӗх çителӗклех. Çак пахалăхпа юратура та, ӗçре те усă курма тăрăшмалла, вара сирӗн авторитетăр тата та ӳсӗ. Кăçал эсир пӗлтерӗшлӗ пулăмсен юхăмне улăштарма та пултаратăр – хăвăрăн шухăшăра вăхăтра кăна пӗлтермелле. Юлташсемпе пӗр шухăшлă çынсем юнашар пулсан тупăш кӳрекен проектсене пурнăçа кӗртме май килетех. Çӗнӗ пӗлӳ илес, çул çӳрес килет сирӗн. Аякра пурăнакан çынсемпе хутшăнни телей кӳрет. Тен, кам-тăр инçетри çынпа хăйӗн шăпине те çыхăнтарӗ. Сывлăх енчен йывăрлăхсем пулмӗç, шăнмалла мар, паха апат çимелле, спортпа туслашмалла, витаминсем ӗçмелле, çителӗклӗ канмалла.


ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014)
Çулталăк хуçи Лаша çулӗнче çуралнисене хăйсем тавра пӗр шухăшлă çынсене пухма сӗнет. Ку çул улшăнусене лăпкăнрах йышăнма вӗренсе çитетӗр. Нимрен те ан хăрăр – ют çӗршыва командировкăна та кайăр, çӗнӗ çынсемпе те паллашăр (анчах асăрхаттару: çăмăлттай çынсемпе ан çыхланăр), харпăр пурнăçра пулса иртекен улшăнусене те тивӗçлипе йышăнăр. Çуллаччен карьерăра пысăк ӳсӗмсемех тума пулмӗ, çапах та шанăçа çухатмалла мар, йывăрлăхсем пиçӗхтереççӗ кăна. Предпринимательствăпа аппаланакансемшӗн ăнăçлă тапхăр – укçа кӗрсех тăрӗ. Юратура тахçан уйрăлнă савнипе каллех пӗрле пулас шанăç пысăк. Нумайăшне кăçал мăшăрлану, ача çурални кӗтет. Сывлăх: пӗтӗмпех чӗре патне илсе кулянмалла мар, унсăрăн психоаналитикăн кулленхи клиенчӗ пулса тăрăр тата.

КАЧАКА (СУРĂХ) (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015)
2021 çул Качакана пурнăçа лайăхлатма нумай шанăç парать, анчах та унпа пӗлсе усă курмалла. Пӗтӗм вăйран тăрăшсан шăпах çак çул Качака хăйӗн таланчӗпе туллин усă курма пултарать. Вăкăр çулӗ сирӗншӗн творчествăра çитӗнӳсем, креативлă йышăнусем тума ăнăçлă. Телей кайăкӗ сирӗн аллăра хăйех кӗрет. Ӗçлӗ партнерсем те сирӗн пата хăйсемех тупăшлă сӗнӳсемпе тухӗç. Пӗртен-пӗр хăрушлăх Качака çулӗнче çуралнисемшӗн ку çул – вӗсен характерӗ. Сирӗн хăвăрăн йăлăнтармăш, тӳрккеслӗх, çăмăлттайлăх, манаслăх евӗрлӗ енсемпе сывпуллашас пулать. Çавăн пекех Вăкăр наянсене те юратмасть. Çак пӗлтерӗшлӗ тапхăрта сирӗн ăслă, тӗрӗс йышăну тума вӗренмелле – план тумалла та ăна çирӗп пăхăнмалла. Харпăр пурнăçра сирӗн çирӗп тыл пур, пӗчченнисен вара çӗнӗ те çирӗп хутшăну йӗркелеме шанăç пур. Йывăрлăхсем çине философилле пăхни вӗсене çăмăллăн ирттерсе яма пулăшать, çавăнпа та сывлăх çирӗп.

УПĂТЕ (1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016)
Çине тăрсан, тăрăшса ӗçлесен мӗн шухăшлани пурнăçланатех. Халиччен тăрăшса ӗçленин «çимӗçне» тинех илме вăхăт çитнӗ – сире награда кӗтет. Çулталăк хуçи Упăтене хăш чух ӗмӗтсене пурнăçлассинчи хăвăртлăха чакарма сӗнет – пурте тивӗçлисем мар вӗсем. Пур чух та теветкелленме кирлӗ мар, хăрушлăха лекесрен асăрханмалла. Кăçал Упăтен малашнехи çулсем валли çирӗп никӗс хывма пӗтӗм шанăç пур. Çӗнӗ ӗç тупма ăнăçлă çул. Шăпах хăвăр ӗмӗтленнине тупма пултаратăр е тата должноçпа ӳстерӗç сире. Харпăр пурнăçра çӗнӗ паллашусем пулаççӗ, тен, юратнă çынпа та тӗл пултарӗ шăпа. Упăтешӗн 2021 çул – улшăнусен тапхăрӗ. Урăх хулана (е çӗршыва та) куçса кайма шикленмелле мар. Сывлăх тӗлӗшпе йывăрлăхсем çук.

АВТАН (1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005, 2017)
Сирӗн умра çӗнӗ çулсем уçăлаççӗ. Ку ахальтен мар – мӗншӗн тесен Автан хальччен аван ӗçленӗ, пӗтӗм йывăрлăхсене çӗнтерсе пынă. Унччен хывнă никӗс кăçал тинех кăшт сывлăш çавăрса яма май парать. Сире должноçпа ӳстерме е ӗç укçине хушса пама пултараççӗ. Тăрăшулăха кура пуçлăхсем хисеплеççӗ сире. Анчах та ним çук çӗртен çынсемпе хирӗçес йăлана пăрахмалла, хăвăра хăвăр çирӗп контрольте тытмалла. Вара хутшăнусем пуринпе те йӗркеллӗ пулӗç. Ыттисен кăмăлне те шута хумалла. Кăçал лотерея выляса илес, пӗр-пӗр ăмăртура çӗнтерес шанăç пысăк. Сиенлӗ апат çини сывлăх енчен йывăрлăхсем кăларса тăратма пултарать. Çавăнпа та усал йăласенчен хăтăлса сывă пурнăç йӗркипе пурăнма пуçламалла, спортпа туслашмалла.

ЙЫТĂ (1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006, 2018)
Мир тата тăнăçлăх кӗтет сире. Унччен пуçланă ӗçсене малалла тăсатăр. Пӗлтерӗшлӗ пулăмсем, карьера пусмипе çӳлелле хăпарассине кӗтмелле мар. Анчах кулянма кирлӗ мар ку тӗлӗшпе – çулталăк хуçи сире инкек-синкекрен, хирӗçӳсенчен упрать. Май, кăмăл пулсан çак çул тепӗр тӗрлӗ пӗлӳ илме тăрăшмалла. Оратор ăсталăхӗпе лидерсен курсӗсенче вӗренни те усăллă – вăл сире хăвăрăн шухăшăр çине тăма вӗрентӗ. Ку çул сирӗн «çук» теме хăнăхмалла, унсăрăн эсир тар тăкатăр, теприсене чыс лекет. Пурнăçра улшăнусем пулчӗç-тӗк, сире тăвансемпе юлташсен пулăшăвӗ кирлӗ пулать. Кам-тăр çӗнӗ çӗре пурăнма куçӗ, кам-тăр çурт тума пуçлӗ. Сывлăхпа тимлӗ пулмалла, çуркунне вар-хырăмпа çыхăннă проблемăсем пулма пултараççӗ, апат суйласа çимелле. Пуç ыратни те аптратма пултарать, мӗншӗн тесен кирлӗ пек канма пӗлместӗр. Хăвăра упрамалла.

СЫСНА (1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007, 2019)
Пулăмсемпе пуян, интереслӗ çул. Сысна тинех тулли пурнăçпа пурăнма пуçлать. Ӗçре те тухăçлă ӗçлесе пыма пӗтӗм майсем пур. Вăкăр çулӗ сирӗн пурнăçа улшăнусем илсе килет, сире сюрпризсем кӗтеççӗ. Вӗсене кăмăлпа йышăнмалла. Пӗр асăрхаттару: ытлашши ан калаçăр. Енчен те сире кам-тăр хăйӗн вăрттăнлăхне шанса пачӗ-тӗк, ăна ыттисене ан пӗлтерӗр, унсăрăн хирӗçӳ сиксе тухма пултарӗ. «Чӗнменни – ылтăн», – текен ваттисен каларăшне яланах асра тытăр Вăкăр çулӗнче. Юратнă çынпа килӗштереймесен унпа сывпуллашни аванрах-тăр. Пурпӗр вăрах пӗччен пулмăр, çăва тухнă çӗрелле çӗнӗ тус тупăр. Иммунитета çирӗплетмелле, уçă сывлăшра ытларах çӳремелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев