Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Шуйттан вăййи» те флешмоб пек ирте пуçларӗ

Мӗншӗн тесен ăна халӗ ялсенче культура ӗçченӗсем йӗркелеççӗ иккен.

Пăва районнчи Тăхăрьялта авалхи йăласене манан-ха. Кивӗ Çӗнӗ çулта та йăвача, юсман, пашалу, «чӗкеç хӳри» пӗçереççӗ, шӳнӗ пăрçа ăшалаççӗ, кăмăрчак шăратаççӗ. «Шуйттан вăййисем» килсен хăналама пулать.
Курткисене тавăра-тавăра палламалла мар тумланнă ачасен эшкерӗ ӗнер те урамсем тăрăх юрласа çӳренӗ. Пӳркелӗнчи ушкăн пуринчен ытларах пулнă. Унта хутшăнакансем Пăрăнтăкран та, Мертлӗрен те, Кунтикавран та килнӗ. Ку информаци ӗлӗкхи пек милици сводкинчен мар. Халӗ 1980-90 çулсенчи пек усалланмаççӗ. Хирӗç пулсан, питне юрпа çуса, кăпăшка юр çинче йăвалантарса хăварма пултараççӗ. Ӗлӗк вара! Пурасене салатса хăварнисем, трактор урапине аякри касса çити сӗтӗрсе кайнисем – кашни утăмрахчӗ. Айкашатчӗç, шуйттансем! Килсене шакканă чухне те: 

«Сӗллӗр чăштăртатать-и?
Ӗнӗр пăру тăвать-и?

Арăмăр ача тăвать-и?

Миçе сум укçăр пур?!» – тенисем асра.  

Хальхи вăхăтра ялти халăх шучӗ чакни те çак йăлана пӗчӗклетет. Анчах культура ӗçченӗсем ăна вилме памаççӗ. «Под чутким руководством» тенӗ пек, Элшелӗнче те, ытти ялсенче те хăратмалла выляма тухнă çынсем культработниксем тăрăшнипе. Çӗнӗ Мертлӗри клубра ваттисен Çӗнӗ çул уявӗ иртнӗ.
 

  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев