Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШЫВ-ШУР ВĂЛ КӖРКУННЕ УЛТАВЛĂ

Пирӗн çӗршывра машинăра ремене – гаишник, кимӗ çинче çăлав  жилетне инспектор тытасран кăна тăхăнмалли хатӗр пек йышăнаççӗ

Шыв-шурта путса вилекенсен статистики, шел те, шыва кӗмелли сезонпа кăна вӗçленмест, январь уйăхӗнчен пуçласа декабрьчченех тăсăлать. «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ брифингра РФ МЧС Тутарстанри управленийӗн тӗп инспекторӗ Юрий Венедиктов çулталăк пуçланнăранпа республикăра шыв-шурта 86 çын, вӗсенчен 8-шӗ ача, путса вилни пирки каларӗ.

Анчах çав кунах статистика çӗнелчӗ. Хусанти чукун çул вокзалӗ çывăхӗнче Атăлта хӗрарăм виллине тупнă. Канмалли кунсенче Тукай районӗнче 3 пулăç путса вилнӗ. Шел те, сăлтавӗ нумай чухне инкек те мар иккен – çăмăлттайлăх. Çулла шыва кӗме юрăхлă мар, çитменнине ӳсӗрле, шыва кӗни, çырантан, пӗчӗк кимӗсенчен шыва ӳкни. Темшӗн пирӗн çӗршывра водительпе пассажирсем машинăри ремене – гаишник, кимӗ çинче çăлав  жилетне инспектор тытасран кăна тăхăнмалли хатӗр пек йышăнаççӗ. Хамăр пурнăçшăн хамăр яваплă пулма вӗренместпӗр-тӗк, çухатусем малашне те пулаççӗ. Тӗслӗхрен, иртнӗ канмалли кунсенче Тукай районӗнче пулнă инкекре пулăçсем çăлав жилетне тăхăннă пулсан, сывă юлатчӗç.
Юрий Венедиктов хăйӗн сăмахне хурлăхлă статистикăран пуçланинчен тӗлӗнмелле мар. Сыввисене шывăн турачӗ çуккине, асăрханма манмалла маррине тепӗр хут аса илтерни ку. Çуллахи шăрăх çанталăкра республикăра пурӗ 68 çын, вӗсенчен 6-шӗ ача, путса вилнӗ. Пӗлтӗр пӗтӗмпе 64 çын путнă. Ятарласа шыва кӗме хатӗрленӗ вырăнсенче, пляжсенче, вара пӗр çын та вилмен. Çанталăк пӗлтӗрхинчен чылай шăрăх тăнă пулсан та. Акă мӗншӗн  ятарлă пляжсем хуласенче кăна мар, яллă вырăнсенче те кирлӗ. Çын вăл шăрăхра пурпӗр шыв хӗрринелле туртăнать-çке. Эппин юраман вырăнта, вăрттăн мар, çăлавçăсем пур çӗрте кӗччӗр. Çынсене меллӗ те канлӗ кантарас тата, паллах, вăрçăсăр çухатусене чакарас шутпах 2020 – 2021 çулсенче 14 çӗнӗ пляж (Лайăш, Камско-Устьински, Алексеевски, Апас, Пӗкӗлме, Анат Кама, Рыбно-Слободски, Кукмор, Çӗнӗ Шуçăм, Спас, Теччӗ, Ешӗлвар, Мӗслӗм, Мензеле районӗсенче) йӗркеленӗ. Çитес 2022 çул валли 10 районта (Элкел, Лениногорск, Нурлат, Чистай, Ютаза, Спас, Çӳлту, Ешӗлвар, Тури Услон) тепӗр 13 çӗнӗ пляж тăвӗç.
Асăнтăм ӗнтӗ, шыва кӗмелли сезон кăна вӗçленнӗ, навигаци шыв-шур пăрпа витӗниччен (ноябрӗн 20-мӗшӗсемччен) пырать. Çак вăхăтра та халăх, уйрăмах пулăçсем, пӗчӗк кимӗсемпе анлăн усă кураççӗ-ха. Кӗркунне судак, çăрттан лайăх хыпать иккен. Пулăç вара пулăсăр пуçне ыттине, уйрăмах хăрушсăрлăх çинчен, манать. Ку вăхăтра вара шыв-шурта çилсем вăйланнине, шыв хытăрах хумханнине, хӗвел ир аннине, шыв температури куллен 7 градуса яхăн чакса пынине питех шута илмеççӗ. Çавăнпа  пӗчӗк кимӗсенчен тухса ӳкес, шывра шăнса вилес хăрушлăх ӳсет. Çăлав жилетне тăхăнакан пулăçсем вара сайра. Çуллен çак вăхăтра 4-8 çынран кая мар вилет пирӗн. 2020 çулхи июль уйăхӗнчен вăя кӗнӗ пӗчӗк кимӗсемпе çӳресси çинчен çӗнӗ правилăсем (унпа килӗшӳллӗн, 4 метртан кӗскерех, палубăсăр кимӗпе çӳрекенсем, кимӗ пӳлӗмӗсене лартнă 12 çула çитмен ачасем çăлав жилетне тăхăнмасăр, хӗвел аннă вăхăтран пуçласа хӗвел тухиччен сигнал çутисӗр ишеве тухма юрамасть) тен, кăшт ăса кӗртӗç? Йӗркене пăсакансене 15 пин тенкӗрен пуçласа 20 пин тенке çити штраф тӳлеттереççӗ. Пӗчӗк кимӗсенче çăлав жилечӗсем çук е пуррисене тăхăнманнипе çыхăннă 523 кимӗ хуçине административлă явап тыттарнă кăçал.
Сезон вӗçленсе пынă май пӗчӗк кимӗсене шыв-шурсенчен илсе хӗллене пуçтарса хурас ӗçе вăхăтлă тумаллине те аса илтерчӗ инспектор. Кунсăр пуçне харпăр кимӗсене регистрацилессине çуркуннене хăвармасăр халех пуçласан аван пулмаллине те каларӗ. Сезон улшăннă вăхăт чи хăрушши пулнине тепӗр хут аса илтерчӗ вăл. Шыв температури 3-4 градуса кăна юлсан шыв-шур çирӗп мар пăрпа витӗнет, анчах çăрттаншăн çунакан пулăç çакна питех шута илмест.

Ирина КУЗЬМИНА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев