Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШЫВСĂР ПУРНĂÇ ÇУК

П.Дементьев музейӗнче экологи урокӗ иртрӗ

П.Дементьев музейӗнче экологи урокӗ иртрӗ

Этем пурнăçӗ, çӗр çинчи кашни чӗрчунăнни пекех, шывпа çыхăнса тăрать. Шыв хакӗ пысăк, унăн ресурсӗсем иксӗлми пек туйăнаççӗ. Анчах та çӗр çийӗ 70 процент шывпа витӗннӗ пулин те, вăл паян 2 миллиард ытла çынна çитменни сисӗнет. «Шыв – пӗтӗм çутçанталăкăн илемӗ», – тенӗ Сергей Аксаков çыравçă.

Çутçанталăка юратма вӗрентес, шыва  перекетлӗн тăкак­лама хăнăхтарас, çутçанталăкри шыв пӗлтерӗшне ăнланас, шыв çине перекетлӗн пăхас тӗллевпе пуш уйăхӗн 23-мӗшӗнче П.Дементьев музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери шыв ресурсӗсен кунне халалланă «Шыв – çутçанталăкăн тӗлӗнмелле парни» экологи урокӗ иртрӗ.

Ю.П.Рассадкинăн «Шыв ахаль йышши мар тата тӗлӗнмелле» кӗнекипе,  «Шыв – пурнăç çăлкуçӗ» электронлă хăтлавпа паллашрăмăр, вăйăсем вылярăмăр.

Шыв кашни кун кирлӗ этеме, апат хатӗрлеме те, кӗпе-йӗм çума та, выльăх-чӗрлӗх валли те, мунча хутма та, çулла пахчари калчасене шăварма та. Шыв­па перекетлӗн усă курмалла, çăлкуçпа пусăсене тасалăхра, тирпейлӗхре тытмалла, çырма-кӳлӗ хӗррисене çӳпӗлемелле  мар.

Айтăр-ха, çутçанталăк шывӗн тасалăхне пӗрле упрар!

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев